21 августа 2010 г.
Профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăраççĕ пулсан та ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсем пулсах тăраççĕ. Урамра çул урлă каçнă е ытти чухне те вĕсен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе районта “Асăрханăр, ачасем” профилактикăлла операци августăн 16-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 12-мĕшĕччен иртет. Операцин тĕп тĕллевĕ – ачасемпе çул çитменнисем хутшăннипе пулнă йĕркене пăснă тĕслĕхсене сирсе ярасси, килсĕр çапкаланса çÿрекенсемпе ытларах ĕçлеме тытăнасси, çул-йĕр правилисене лайăхрах ас тутарса тăрасси.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем водительсене çул çинче тимлĕрех пулма, шкулсем, çул урлă каçмалли паллăсем патĕнче хăвăртлăха чакарма ыйтать. Ашшĕ-амăшĕн те ачисене çул-йĕр правилисене ас тутарсах тăмалла.