АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене пулăшма

21 августа 2010 г.

ЧР Стройминĕ пĕл-тернĕ тăрăх, федерацин “Пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр пирĕн республикăри 237 çемье социаллă тÿлев ирĕкĕпе усă курма май паракан 118,3 млн. тенкĕлĕх свидетельство илнĕ. “Çамрăк çемье” республика программи валли 2009 çулта 52,5 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла вара патшалăх пулăшнипе 268 кил-йыш хваттер туяннă е çĕнĕ çурт тунă. Унсăр пуçне ку программăпа килĕшÿллĕн маларахри çулсенче ипотека кредичĕ илнĕ çынсен процент тăкакĕсене саплаштарнă. Çак тĕллевсем валли бюджетсенчен 145 млн. тенкĕ уйăрнă.

Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программине пурнăçламашкăн федераци бюджетĕнчен субсидисене валеçесси пирки калакан хушăвĕпе Чăваш Республикине кăçал 15,5 млн. тенкĕ пама палăртнă. Çак укçа-тенкĕ Чăваш Ене çурла-авăн уйăхĕсенче çитмелле. Республика тата вырăнти бюджетсенче ку тĕллевпе 5,2 млн. тенкĕ палăртса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика