АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еремеевсен çемйи аллăра

21 августа 2010 г.

Виктор Петрович Еремеев 1936 çулта Алманчă ялĕнче çуралнă. Çамрăклах колхозра ĕçлеме тытăннă. Малтанхи çулсенче вăкăрсем пăхнă, каярахпа лашасем патне куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра вăй хунă.

1960 çулхи нарăс уйăхĕнче В.Еремеев Красномайски хĕрĕпе, Зинаида Кадушкинăпа пĕрлешнĕ, тĕп килтех тымар янă. Шăкăл-шăкăл пурăнса виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Зинаида Павловна 9 çул колхоз столовăйĕнче тăрăшнă, ун хыççăн шкулта поварта вăй хунă. Ачасене тутлă апат пĕçерсе çитерес тĕллевпе пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ.

Еремеевсен хĕрĕсемпе ывăлĕ ÿссе çитĕнсе хăйсен пурнăçри вырăнĕсене тупнă. Светлана Шупашкарта бухгалтер профессине алла илнĕ хыççăн пĕр вăхăт “Ленинец” колхозра кассирта вăй хунă. Ку пĕлÿпе кăна лăпланса ларман çамрăк хĕр, Çĕрпÿри профучилищĕре библиотекаре вĕренсе тухать. Алманчă ял библиотекинче тăрăшать. Кивĕ Ахпÿрт каччипе çемье çавăрнă хыççăн унтах тĕпленеççĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстереççĕ.

Толя республикăн тĕп хулинчи Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне пĕтерет. Хальхи вăхăтра Шупашкарти пĕр фирмăра директор çумĕнче ĕçлет. Вăл та мăшăрлă, ывăл çитĕнет.

Лена хăйĕн пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Алманчăри “Василек” ясли-сада воспитателе вырнаçать. 24 çул та çитрĕ вăл кунта вăй хума тытăнни. Унăн ывăлĕ кăçал шкул пĕтерчĕ.

Кĕçĕннин, Ларисăн, шăпи вара ют çĕр-шывпа çыхăннă. Чăваш енĕн тĕп хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне, терапи уйрăмне кĕрет. Хăйĕн ĕç кĕнекине Çĕнĕ Шупашкарти “Васкавлă пулăшу” больницинчен пуçлать. Мускава квалификацие анлăлатма кайсан ют çĕр-шыв каччине тĕл пулать. Çамрăк йĕкĕт илĕртÿллĕ те пултаруллă хĕре хăйĕнчен вĕçертмест, пĕрле Германие илсе каять. Лариса кардиолог, акушер специальноçĕсене те алла илет.

Витя тетепе Зина аппан чăннипех те мухтанмалăх пур. Тăван килне ачисем час-часах килеççĕ, уявсемпе саламлаççĕ.

Н.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика