21 августа 2010 г.
– Шăрăхра пусăри шыва ĕçсе ăша кантарма та çук. Сирĕн холодильникра сок е квас пулаканччĕ. Çавна параймастăр-и; – тесе кăштăртатса кĕчĕ лавккана кĕтÿ черетне тухнă мăнукĕсене кăнтăр апачĕ леçме каякан кинемей.
– Чăнах та çапла. Пурте чуна уçăлтаракан сивĕ шыв ыйтаççĕ. Апатшăн хыпса çунаканах çук, – тесе туянаканăн кăмăлне тивĕçтерчĕ Аслă Чементи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка заведующийĕ В. Фролова.
Ĕçре кун иртни те сисĕнмест мар-и. Лавккана халăх çÿретех. Çак шăрăхра килте çăкăр-булка пĕçерекен сайра. Строительство материалĕсем ыйтакансем те пур. Кил-çурт таврашĕнчи юсав ĕçĕсене пурнăçлама пăта, цемент, ДВП кÿрсе килме заказ парсах тăраççĕ. Ялта ĕне усраççĕ пулин те унăн продукцине лавккаран туянакан сахал мар. Кĕрпе, тăвар, пахча çимĕç турттарсах тăмалла. Валентина Дмитриевна ялти кашни çын хăш тавара кăмăлланине пĕлет тесессĕн те суя мар, мĕншĕн тесен сутă сĕтелĕ умĕнче 1984 çултанпа тăрать вăл.
Уйăхсерен 400 пин тенкĕлĕх тавар сутаççĕ кунта. Умри тĕллевсене пурнăçлама халăхран сĕт пуçтарни те пулăшать. Уйăхне вуншар тонна ăсанать вăл ялтан. Укçипе суту-илÿ пĕрлешĕвĕ 15 кунран татăлса пырать. Кам укçан илет ăна, кам таварпа. Çакă та лайăх. Панă продукцишĕн çăкăр-тăвар, сахăр, ытти çимĕç илме хирĕçлемеççех, паллах.
Иккĕн ĕçлеççĕ лавккара, Светлана Никитина кунта куçнăранпа 3 çул. Маларах Валентина Дмитриевна В. Мулгачева, З. Башмакова сутуçăсемпе ĕçленĕ.
Çемьери телейĕ те пур В. Фролован. Николай Николаевичпа 1983 çулта пĕрлешнĕ вĕсем. Тĕпрен уйрăлса тухса çурт лартнă. Виçĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Алексей кооператив институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Дима çул-йĕр институчĕн дипломне алла илнĕ. Руслан пĕр çулталăк строительство техникумĕнче вĕреннĕччĕ. Унтан çар службине тăчĕ. Конституци тивĕçне те чыслăн пурнăçларĕ ĕнтĕ. Пĕлĕвне малалла тăсма ĕмĕтленет.
Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ Фроловсем. Килти ытлашши продукцие сутаççĕ. Çемье пурнăçне сыпăнтарса пыма вăл та самай.
Çурт хыçĕнчи пахчара мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ. Хĕл хырăмĕ аслăран вĕсене кирлĕ пек тирпейлеççĕ.
Кашни ялтах райпо системинчи лавкка пур. Уйрăм предпринимательсен те уçăлсах тăраççĕ. Конкуренци пур чухне тата тăрăшарах ĕçлеме тивет. Çапах аптрамаççĕ сутуçăсем. Апат-çимĕçе пĕчĕк ушкăнпа илсе килсе сутаççĕ. Кĕпе-тумтир, чăлха-нуски, вырăн таврашне ытларах та турттарттараççĕ. Çуртра усă куракан чашăк-тирĕке, сувенирсене юбилейсене туянаççĕ. Хăçан уяв пулассине, хăш тавар кирлине маларах шута илсе турттарттарса хур-тараççĕ. Çавна пула умри тĕллев те пурнăçланать. Çаврăнăçуллă ĕçлеме пĕлни тепĕр енлĕ çула та уçать. Ахальтен мар В. Фроловăна (ÿкерчĕкре) професси тĕлĕшпе “Районти чи лайăх суту-илÿ ĕçченĕ” ят парса чысларĕç ĕнтĕ. Валентина Дмитриевна çакна тивĕç те.
А. АСТРАХАНЦЕВА.