21 августа 2010 г.
Тĕнчипе паллă поэт ентешĕмĕр Геннадий Николаевич Айхи пурăннă пулсан паян 76 çул тултармаллаччĕ. Шел пулин те, чăваш чунлă сăвăç пирĕн хушăмăртан уйрăлса кайни 4 çул иртрĕ. Паллах, унăн ырă ячĕ, ĕçĕсем нихăçан та пирĕн тăван халăх асĕнчен каймĕç, вĕсем ĕмĕрлĕх тăван культурăмăр шайне кăтартакан витĕмлĕ пулăм пулса тăрĕç. Паянхи номерте тĕлĕнмелле чаплă сăмах ăстин хăш-пĕр сăввипе вулакансене тепĕр хут паллаштарасшăн.
Патăрьел
Кави Юлдашева
Ман ял мар та, – пурпĕрех
ытларах юратмалла
пулнă манăн çав яла:
халăхне кăна та мар, –
палламан-курманнине,
иртене те çÿрене,
ун сăнне, ун пиншакне,
инçетри ĕмĕлкине;
ытларах юратмалла
пулнă манăн ун шкулне:
шкул йышне кăна та мар, –
çав училищĕн çуртне,
ун хапхийĕн хăмине,
унăн штукатуркине;
ытларах юратмалла
пулнă çав райцентра:
ун клубне кăна та мар, –
ун кашни çулне, çуртне,
пахчари вĕлтĕренне,
унăн кивĕ кĕперне,
çав кĕперĕн арлăкне...
Туссене çеç мар иккен
ытларах юратмалла
пулнă манăн... Çав яла
(паянхи тунсăхăма
ун чухне пĕлес пулсан)
ытларах юратмалла
пулнă манăн...
Тăванла таймапуç
Суя ĕмĕтсене ватмалăх
Ăшра вăй пухнă вăхăтра
Çухалчĕ ман вĕри хаваллăх,
Мана хăварчĕ шăплăхра.
Телей ыйтма – ун чух хăйман эп,
Ăна памаççĕ – ыйтмасан.
Шăпам – вĕçне çитетчĕ манăн,
Мана эс сас паман пулсан.
Чир терчĕ пек – ăс-хакăл терчĕ,
Çав чирĕн тупсăмне пĕлсе,
Пĕр сан сассу çеç ĕнентерчĕ
Эп сывалса çĕкленессе.
Тĕллевсĕре – тĕллев эс патăн,
Ят патăн, ятсăр чух, мана.
Тăванлăх, – уншăн эп пурнатăп,
Тăванăм, йышăн тăванна!..