АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен – улттăмĕш

25 августа 2010 г.

Раççей Правительствин ларăвĕнче çĕр-шыв субъ-екчĕсен ĕç тăвакан влаçĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăх кăтартăвĕсен пĕлтерĕшне хак панă. Уйрăммăн илсен субъектсен аталанăвне (вăл шутра халăх патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе тата субъектăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă е кăмăллă мар пулнине), сывлăха сыхлас ĕçе тата халăх сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине, вĕрентĕве, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, çул-йĕр хуçалăхне, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтернине, патшалăх управленине йĕркеленине. Хак панă чухне Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн министерстви çак кăтартусене тĕпе хунă: бюджет укçи-тенкине тăкакланин эффективлăх шайне тата халăх субъект ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн результачĕсене мĕнле хак панине. Вĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн республика 2008 çулхи кăтартусем пекех 6-мĕш вырăн йышăннă.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика