АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫРАВ ЫЙТĂВĕПЕ ВĕРЕНТÿ ИРТТЕРНĕ, ТЕС ЙĕРКЕЛЕНĕ

25 августа 2010 г.

Патăрьел район территорийĕнче 176 пĕчĕк предприяти шутланса тăрать, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 37,5 процент чухлĕ нумайрах. Вĕсем хайсен вăйĕпе çур çулта 152,3 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Пĕчĕк предпринимательство сферинче вăй хуракансен йышĕ те çуллен ÿсет. Кунта индивидуаллă предпринимательсемпе пĕрле 4 пине яхăн çын тăрăшать.

Хуть хăш сферăна аталанма та укçа кирлĕ. Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшас тĕллевпе кредит парать, процент ставкине вара субсидилет. Çур çулта пирĕн района çакăн пек кĕмĕл 56270,52 тенкĕ кĕнĕ, ăна В. Сироткин индивидуаллă предприниматель тата “Союз”, “Энергострой” тулли мар яваплă пĕрлешÿсем илнĕ.

И. Мухутдинов индивидуаллă предприниматель “Строительство тата теплица ĕçне йĕркелесе ярасси” бизнес-проекта реализацилеме 300 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн муниципаллă программине аталантарма республика бюджетĕнчен 200,0 пин тенкĕлĕх грант панă. Ку хисеп 2008 çулта – 460,0 пин тенкĕ, 2009 çулта 793,5 пин тенкĕпе танлашнă.

Пĕчĕк предпринимательствăран вырăнти тата республика бюджетне кĕрекен налук тÿлевĕ пысăкланнине те палăртма кăмăллă. Пĕлтĕрхи çур çулпа танлаштарсан вырăнти бюджета – 9, республикăнне 34 процент ытларах кĕнĕ.

Перспективлă проектсем пĕчĕк предпринимательствăра вăй илсе пыраççĕ. Акă, И. Зергиров индивидуаллă предприниматель юрăхсăра тухнă автошинăсене çĕнĕ пурнăç парнелекен цех уçнă. Резина кустăрмасенчен ача-пăча площадки валли брусчаткăсем хатĕрлет. К. Углев индивидуаллă предприниматель халăхран сĕт пуçтарассине, унтан тĕрлĕ юр-вар тăвассине йĕркеленĕ.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсе пырать пулин те ĕçлемелли нумай-ха. Районта тум-тире хими мелĕпе тасатакан, кăткăс техникăсене юсакан пунктсем çук. Предпринимательствăра тăрăшакансен çакна шута илсен аван пулĕччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика