25 августа 2010 г.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри педагогсен йăлана кĕнĕ çурла уйăхĕнчи канашлăвĕн пленарлă ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăл-çи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Мельниченко, республикăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова, влаç органĕсен, ăсталăхпа педагогика общественноçĕн представителĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен пуçлăхĕсем, учительсем хутшăннă.
Çурлан 20-30-мĕшĕсенче районсемпе хуласенчи вĕрентÿ ĕçченĕсем вырăнта пухăнса канашлĕç.