25 августа 2010 г.
Чылай чухне çул урлă каçакансем асăрханмаççĕ, тимлĕхе çухатаççĕ. Республикăра çичĕ уйăхра 810 автоавари пулнă. Вĕсенчен 149-шĕ – çул-йĕр правилине пăхăнманнишĕн. Районта çак тапхăрта 22 аварие шута илнĕ. Вĕсенче çичĕ çын вилнĕ, 35-шĕ сипленме больницăна çакланнă.
Район территоринче пулнă аварисен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Вĕсенчен çул-йĕр правилине пăхăнманнипе ултă тĕслĕх пулнă. Инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, улттăшĕ аманнă.
Хальхи вăхăтра районта автомашинăсен шучĕ ÿссех пырать. Çавна май çул çинчи куçăм та йывăрланать, çул çинчи йĕркене пăхăнманнисен шучĕ йышланать. Çак сăлтавпах районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕ тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелет. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче те “Пешеходный переход” рейд ирттернĕ, çул урлă каçакансем йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă.
А. КАРГИНА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕ.