25 августа 2010 г.
Темшĕн эпир пурте тавар туяннă чухне çеç тĕл пулнă кăлтăксемшĕн кăмăла пăсма юрать тесе шутлатпăр. Заправкăра бензин пулманни те, обществăлла транспорт графикпа килĕшÿллĕн çÿрейменни те потребительсене хĕсĕрлени пулать.
Суту-илÿ, обществăлла апатлану, тивĕçтерÿ сферин предприятийĕсем пахалăхсăр тавар сутни йĕркене пăснинех çирĕплетет. Лавкка сентрисем çинче срокран тухнă апат-çимĕç те пулма пултарать. Е вĕсене хăçанччен усă курмалли палли çук. Кашни тавар туянакан сутуçăран е продукцие кăлараканран законодательство требовани-йĕсене тивĕçтерекен, тавар пахалăхне çирĕплетекен хута ыйтса илме пултарать. Енчен те илнĕ япала пахалăхĕпе тивĕçтермесен, ăна каялла тавăрса парса урăххипе улăштарма ыйтмалла. Сутуçă укçине тавăрса пама та тивĕç.
Потребительсен хăйсен прависене пĕлмеллех. Суд та вĕсене хÿтĕлеме пултарать. Анчах унччен вĕсен потребительсен прависене хÿтĕлекен сферăри надзор службин районти пайĕпе çыхăнмалла. Вăл Ленин проспектĕнче 13-мĕш çуртра вырнаçнă е 6-26-18 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.