25 августа 2010 г.
Пушмак пăрăва мĕнле пăхмалли пирки ыйтса пĕлесшĕн. Сĕтлĕ ĕне пултăр тесен мĕнле апатсемпе тăрантармалла; Выльăх кăшманĕ пама юрать-и; Çиллисене туртса сума юрамасть-и;
Пушмак пăрăва вăл 16-18 уйăха çитсен кăна пĕтĕлентермелле. Ытла ир чуптарнă ĕнен сĕчĕ сахал, пăрăвĕ имшер пулать. Çак вăхăт тĕлнелле пушмак пăру 300-340 килограмран кая пулмалла мар.
Çуллахи вăхăтра ешĕл апатпа выльăх тĕрлĕ витаминсем çителĕклех илет. Анчах хĕллехи вăхăтра рацион чухăн пулнипе ĕне организмне кирлĕ витаминсем çителĕксĕр лекме пултараççĕ. Çавăнпа та выльăха тĕрлĕ витаминсемпе пуян апатсем те хушса памалла. Апат пахалăхĕ лайăх пулмалла.
Пĕрремĕш хут пăрулакан ĕнене иккĕмĕш çурринче уйрăмах лайăх тăрантармалла. Кулленхи рацион çакăн пекрех пулмалла: концентрат – 0,5 кг, сĕтеклĕ апат – 18-22 кг, утă 5,6-6 кг, ешĕл курăк – 35-45 кг, тăвар – 40-50 г, шăмă çăнăхĕ е пурă (мел) – 30-40 г, шыв – хăй ĕçме пултарнă таран.
Ĕне пĕрремĕш хут пăруланă хыççăнах сĕт лайăх антартăр тесен пĕтĕ пушмак пăрăва 4,5-5 уйăхран çиллине массаж туса лайăхлатмалла. Массажа ăшă алăсемпе, çемçен, выльăха хăратмасăр тумалла. Малтан çилле шăлкалаççĕ, каярахпа пусса сăтăркалаççĕ, чĕччисене çÿлелле тĕртсе илсе майĕпен туртса массаж тăваççĕ.
Массаж вăхăтне куллен хушса пырса 4-5 минута çитермелле. Ăна ĕнене сумалли вăхăтсенче тусан аванрах.
Хĕллехи вăхăтра пĕтĕ ĕне çиллине (паллах вите ăшă пулсан кăна) ăшă шывпа çуса илмелле е вĕри шыва чиксе кăларса пăрнă алшăллипеле 1-2 минут чĕркесе тытмалла.
Сивĕ вите пулсан çилле çума юрамасть, вăл шăнса пăсăлма пултарать. Пăруласси 35-40 кун юлсан çилле çума та, массаж тума та пăрахмалла. Çак ĕçсене ĕне пăруланă, унăн çилли йĕркене кĕрсе çитнĕ хыççăн кăна тепĕр хут пуçăнмалла.
Чи нумай сĕт антарнă тапхăр – 6, 7, 8 пăру тунă хыççăн теççĕ. Пĕрремĕш хут пăруласан ĕне чи нумай виçен 66 проценчĕ, иккĕмĕш хут пăруласан – 76, виççĕмĕшĕнче – 84, тăваттăмĕшĕнче – 92, пиллĕкмĕшĕнче 98 процент антарать.
Ĕнене тĕрĕс сунинчен те выльăх сĕт мĕнле антарасси нумай килет. Çавăнпа та ĕнене чĕччисене тĕрĕс туртса сумалла (ÿкерчĕксенче кăтартнă).