АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ çинчен

25 августа 2010 г.

Çулталăкри тăватă типпе тата юнкунпа эрнекун типĕ тытман çын Чиркÿрен уйрăлса каять. Аслă Пахомийпе Сароври Серафим святой монахсем кун пек çынсене Христоса сутнă Иудăпа тата Ăна пăталанă Рим салтакĕсемпе танлаштараççĕ, мĕншĕн тесен юнкун Христоса сутнă, эрнекун вара пăталанă – çак кунсем кашни Христос çыннишĕнех хуйхăллă кунсем пулса тăраççĕ. Чылайăшĕ сывлăхне пĕтересрен хăраса типĕ йĕркине пăсать. Сывлăха пире какай мар, Турă панине манатпăр. Типĕ вăхăтĕнче какай çини сывлăха çирĕплетмест, чир-чĕр патне илсе пырать. Пачах урăхла, типĕ тытма пуçласан чирлекенсенчен нумайăшĕ сывалма тытăнать. Енчен те çынсем тип тытма пăрахса аш-пăш çиеççĕ пулсан, усалсем вĕсене какай вырăнне шăршлă йĕкехÿрепе шăши виллисене хурса параççĕ. Çынна Турă курăк çисе пурăнмалла туса янă, çиме тĕрлĕ ÿсен-тăран панă; этем организмне çак çимĕç юрăхлă; выльăх-чĕрлĕх сĕткенне вăл лайăх шăратаймасть, çавăнпа часах ватăлать; унсăр пуçне какай çинине пула çын чĕринче ÿт хыççăн каяс кăмăл çуралать, çак усал кăмăлран – тĕрлĕ чир-чĕр. Слонсем, вăкăрсем, лашасем ÿсен-тăран кăна çиеççĕ, апла пулсан, кун пек апатра пысăк организмсене тытса тăма тата вăйлă пулма мĕн кирли йăлтах пур.

Ÿт вăл – Çÿлти Иерусалим хулине ларса çитмелли ашак, теççĕ святой аттесем, – начар çитерсен ÿксе вилет, ытлашши çитерсен – урса каять. Çавăнпа яланах варрипе, патша çулĕпе пыма тăрăшмалла.

Пĕр хĕрарăм пĕчĕкренпех юнкунпа эрнекун хытă типĕ тытса пурăннă, çак кунсенче пачах çимен те, ĕçмен те. Хăй ватăлса çитсен, упăшки вилнĕ хыççăн, вăл ĕнине сутма шутланă – пысăк выльăха тытма йывăрланса çитнĕ. Ăна пасара кайса сутнă хайхи. Каялла таврăннă çĕре каç пулнă, çавăнпа вăл çĕр каçма кÿршĕ ялта чарăннă. Кил хуçисем унран ăçта пулнине, ĕнине мĕн хакпа сутнине ыйтса пĕлнĕ, вара вĕсен пуçне усал шухăш пырса кĕнĕ – карчăка вĕлерес те укçине кăларса илес. Акă çурçĕр çитнĕ, вĕсем ĕнтĕ хăрушă ĕçе тытăнма хатĕр пулнă, анчах кĕтмен çĕртен такам чÿречерен шакканă. Хуçи ыйтнă: “Кам унта;” Хайхи икĕ каччă тăнине курать. “Алăка уçăр, пирĕн аннене кăларса ярăр!” – теççĕ вĕсем. “Нимĕн-ле анне те çук кунта!” – “Кăларса ярăр, – каллех хыттăн ыйтаççĕ каччăсем. – Кинеми тух, пирĕн сана усал тутарас килмест”. Кил хуçисен ирĕксĕрех карчăка кăларса яма тивнĕ. Икĕ каччă ăна çавăтса яла çити, кил умнех илсе çитернĕ. Вара каланă: “Пĕл, çав çуртра сана вĕлерсе укçуна кăларса илесшĕн пулнă. Турăпа пĕрле юлах...” Карчăк вĕсен умне ÿкнĕ: “Калăр-ха, ывăлăмсем, мĕн ятлă эсир, сирĕншĕн Турра кĕлтăвăп”. Пĕри калать: “Ман ятăм Эрнекун”, тепри: “Ман ятăм Юнкун”. Турă икĕ Ангела янă, вĕсем çăлнă та ĕнтĕ кинемине. Çапла, Турă пĕр ырă ĕçе те манмасть, уншăн çын çак пурăнăçрах сăвап курать.

“ЯКО С НАМИ БОГ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика