АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

25 августа 2010 г.

Малашнехи отчетсенче училищĕсем хăйсен çĕр участокĕсемпе мĕнле усă курнине, вĕсенче садсем ĕрчетес ĕç аталанма тытăнни çинчен каланă. Ун пек сад ку вăхăтра Пăва уесĕнче Сăкăт училищинче çеç пулнă-ха. Шел, çак пан улми садне те, шкул пахчине те, ку вырăнта стадион тăватпăр тесе 2010 çулта пĕтерчĕç.

1884 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче III Александр патша “Правила о церковноприходских школах” ятлă документ çине алă пусса çи-рĕплетет. Çак правилăсем тăрăх 2-3 çултан пирĕн таврара та чиркÿ-прихут тата грамота шкулĕсем уçма тытăнаççĕ.

Çавна пула ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче хальхи пирĕн район территорийĕнчи земствăн 4 училищисĕр пуçне, Епархи совечĕ чиркÿ-прихутпа грамота шкулĕсем уçнипе, шкулсен шучĕсем те ÿсеççĕ. Вĕсем çаксем (малтанхи çулĕ – шкул уçни, иккĕмĕшĕ – шкулсем хăйсем валли тунă çуртне кĕни):

Чиркÿ-прихут шкулĕсем:

1 Пăлапуç-Пашьелĕнче1888–1893 2 Алманчăра 1889-1894 3 Патăрьелĕнче 1890-1903

4 Çĕнĕ Ахпÿртре 1890-1898

5 Нăрваш Шăхалĕнче 1892-1900

Грамота шкулĕсем,

(вĕсен пĕрин те хăйсен

çурчĕсем пулман)

1 Аслă-Арапуçĕнче1892

2 Именкассинче 1892

3 Еншикре 1893

4 Катекре 1895

5 Татмăшра 1896

6 Аслă-Чементе 1900

7 Начар Упинче 1901

8 Люляра 1901

9 Патăрьелĕнче,

хĕрачасен 1902

10 Сăкăтра,

хĕрачасен 1904 Çак шкулсемпе ертсе пыма Святейший Синод тата Епархисен çу-мĕнче училищĕсен совечĕсем йĕркелеççĕ. Чиркÿ-прихут шкулĕнче 2 çул, грамота шкулĕнче 1 çул вĕрентнĕ. Анчах та земство училищисенче ХIХ ĕмĕрĕн 2-мĕш çурринчен учитель пулса ятарласа вĕреннĕ ĕçченсем ĕçлеме тытăннă пулсан, чиркÿ-прихутпа грамота шкулĕсенче вĕрентекенсен йышĕ питĕ япăх пулнă.

Анчах та ку шкулсем уçăласси те часах чарăнса ларать.

Çав вăхăтрах Иван Яковлевич Яковлев тăрăшнипе 1897 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Нăрваш Шăха-лĕнчи чиркÿ-прихут шкулне, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнчи грамота шкулне 1 класлă шкулсен шутне кĕртсе Çут ĕç министерство училищисем туса хураççĕ. 1902 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Аслă Арапуçĕнчи пĕр класлă училище 2 класлă пулса тăрать. Ун çинчен тĕплĕнрех çÿлерех каланăччĕ.

Училищĕсемпе шкулсем ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче

Инспекторсен шутне ÿстерсе пынине пула 1905 çулта виççĕмĕш инспектор районне кĕнĕ Пăва уесне çиччĕмĕш район тесе куçараççĕ, çурла уйăхĕнче кунта инспектор пулса О. Романов ĕçлеме тытăнать.

Пăва уесĕнче 1910 çул тĕлне пурĕ 67 пуçламăш халăх шкулĕ пулнă. Вĕсенчен 54-шĕ земство училищисем шутланнă, уесри училищĕсен советне пăхăнса тăнă. Ытти 13 училищи – Çут ĕç министерствин училищисем пулнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕç йĕркеленсе пыма тытăнать. 1911 çул валли уесра тата 9 шкул уçма палăртнă. Кунсăр пуçне, юлашки çулсенче уçса йышлăланса кайнă чиркÿ-прихут тата грамота шкулĕсем уесра 71 шутланнă. Вĕсемпе кĕпĕрнери Епархи училище совечĕ ертсе пынă, уессенче çак советăн пайĕсем пулнă. Пăва уесĕнче çак пайăн председателĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Алексей Соколов протоиерей пулнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан тата революци юхăмĕ сарăлса пынă вăхăтра маларах сÿтсе явнă пурне те вĕрентес ыйту малалла аталанма пултарайман ĕнтĕ. Патшалăх шкулсен ĕçĕсем çине те пит пăхайман пулмалла. Çавăнпа та ку тапхăрти шкулсен пурнăçĕ çинчен архивсенче материалсем курăнмарĕç.

Шкулсем революци хыççăнхи малтанхи çулсенче

1917 çул хыççăн çĕр-шыври пурнăç та пур енчен те улшăнма тытăнать. Çак улшăнусем шкулсене те пырса тивеççĕ.

Малтанах çĕр-шыври шкулсемпе ертсе пыма патшалăх комиссийĕ йĕркелеççĕ. 1918 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнчен малтан йĕркеленĕ Патшалăх комиссийĕ пĕтĕм вĕренÿ заведенисене халăха çутта кăларас комиссариат аллине парать.

Малалла шкулсене чиркÿсен аллинчен туртса илеççĕ, чиркĕве патшалăхран уйăраççĕ. Çавăн пекех Закон Божий предметне вĕрентме чараççĕ, шкул çурчĕсенчен иконсене кăларса пăрахаççĕ, обязательнăй йĕркепе арçын ачасемпе хĕр ачасене пĕрле вĕрентме тытăнаççĕ, халиччен вĕрентнĕ латин чĕлхине вĕрентессине пăрахăçлаççĕ. Çĕр-шыври халăха çутта кăларас Халăх Комиссариачĕн малтанхи комиссарĕ Анатолий Васильевич Луначарский пулнă (1875-1933). Кĕпĕрнере те, уессенче те çакăн пек Халăх Комиссариачĕсем йĕркелеççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çак Комиссариатăн малтанхи Халăх комиссарĕ Е.Н.Семеновская, Пăва уесĕнчи Комиссариатăн Халăх комиссарĕ пуçласа Красномайск çынни Николай Павлович Павлов пулнă.

Н.П.Павлов чухăн çемьере çуралса ÿснĕ. Пуçламăш пĕлÿ илнĕ хыççăн юлташĕсем пулăшнипе учитель ятне илет, Кивĕ Катекри грамота шкулĕнче ĕçлет, унтах çемьеллĕ пулать. Патша çарĕнче хĕсметре тăрать, пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. Вăрçăран таврăнсан 1918 çулта Патăрьел вулăс тата Пăва уес съезчĕсен делегатне суйланать. Уес съездĕнче ăна уес ĕçтăвком членне суйлаççĕ, уесри Çут ĕç комиссарĕ пулма уйăраççĕ. Пăвана шуррисем илсен ăна тĕрмене хупаççĕ. Чĕмпĕре тата Пăвана шуррисенчен хăтарсан хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ çара каять, полк командирĕн пулăшаканĕ пулать. Çартан таврăнсан Патăрьел уесĕн çар комиссарĕн пулăшаканĕ тата ытти яваплă ĕçсенче ĕçлет. Юлашки çулсенче тăван ялĕнчи шкулта учительте вăй хурать.

Часах, 1918 çулхи юпа уйăхĕнче, кĕпĕрнесемпе уессенчи çак Комиссариатсене Советсен пайĕсем (отделĕсем) тесе куçараççĕ. Кĕпĕрнери халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующийĕ пулса Александр Маркович Измайлов, Пăва уесĕнче Е.Никифоров, 1918 çултан Т.Крылов ĕçлеме тытăнаççĕ. Малалла вĕсем кĕпĕрнере те, уесра та ылмашсах пыраççĕ ĕнтĕ.

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çутта кăларас пай йышĕнче Чăваш подотделĕ те йĕркелеççĕ. Кĕпĕрнери çак подотдел заведующийĕ Начар Упи (хальхи Красномайск) çынни Семен Николаевич Николаев пулнă.

С.Н.Николаев 1880 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă, эсер. 1901 çулта Чĕмпĕрти чăвашсен учительсен шкулне, 1906 çулта Чĕмпĕрти духовнăй семинарине, ун хыççăн Хусан университечĕн юридика факультетне, 1917 çулта Петроградри Павловски юнкерсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1917 çул хыççăн Чĕмпĕрти ГубОНОн чăваш пайĕн заведующийĕ, 1918 çулхи çурла уйăхĕнчен Комуч (халăх суйланă депутатсем Петербургри Таварический дворецра кăрлачăн 5 (18)-мĕшĕнче ĕçленĕ Учредительнăй пухун большевиксем салатса янă депутачĕсенчен йĕркеленĕ, 1918 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче Самар хулинче ĕçленĕ правительство) секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1919 çулта шуррисен çарĕсемпе чакса кайса Владивостокра суд тытăмĕнче ĕçлет. 1922 çулта большевиксем айăпласран хăраса çĕр-шывран тухса каять, 15 çул хушши Прагăра Вырăс библиотекин заведующийĕ, вырăссен чикĕ тулашĕнчи истори архивĕн членĕ пулса ĕçлет. 1930 çулта вăл “Крушение Комуча” ятлă аса илÿсене пичетлесе кăларнă. Вăл ĕç халĕ Мускавра Раççей Федерацин патшалăх архивĕнче упранать. 1945 çулта вăл ĕçлекен архива та Мускава куçарса килеççĕ. Тепĕр çулах С.Н.Николаева арестлесе илсе килеççĕ те 10 çула ГУЛАГ лагерĕсене яраççĕ. 1956 çулта лагерьтен ирĕке тухсан Семен Николаевич Прагăна каять, анчах унта кайиччен çуралса ÿснĕ тăван ялне кĕрсе тухать. Семен Николаевич 1975 çулта Прагăра 95 çула кайса вилет. Ăна унтах пытарнă.

Документсем тăрăх Семен Николаевич хăй чăваш подотдел заведующийĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта чăваш шкулĕсене малалла аталантарассишĕн, аялти пусăмри шкулсене çÿлерех пусăма çĕклессишĕн, çĕнĕ шкулсем уçассишĕн питĕ тăрăшса ĕçлени курăнать.

Пăва уесĕнче УОНО-ра йĕркеленĕ чăваш пайĕн (чувашский подотдел УОНО) заведующийĕ Сăкăт çынни Михаил Степанович Евграфов пулнă.

1917-18 вĕренÿ çулĕнчен Çут ĕç Министрствин 1 класлă училищисен, земство училищисемпе чиркÿ-прихут тата грамота шкулĕсен ĕлĕкхи ячĕсене пĕтерсе пурне те 3 çул вĕренмелли “Начальная школа I ступени”, унчченхи двухкласснăй училищĕсене 5 çул вĕренмелли “Школа II-й ступени” тесе ячĕсене ылмаштараççĕ. Çак çул хальхи Патăрьел район территорийĕнче вара çакăн пек шкулсем йĕркеленнĕ. (Малалли пулать)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика