АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулмалла

28 августа 2010 г.

Кашни çулах çурла вĕçĕнче вĕрентекенсем конференцие пуçтарăнаççĕ. Педагогсем çак пысăк пухура иртнĕ вĕренÿ тапхăрĕн ĕçне пĕтĕмлетеççĕ, хак параççĕ, малашне вĕренÿ сферинче пурнăçа кĕртмелли çĕнĕлĕхсене, шкулăн паянхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтермелли тĕллевĕсене сÿтсе яваççĕ. Кăçалхи конференци çурлан 25-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Вĕрентекене халалланă канашлăвăн тĕп теми: “Учитель – вĕрентĕвĕн инноваци аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕ”.

Конференци ĕçне район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикинчи “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э. Аблякимов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, педагогсен коллективĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламларĕç. Трибуна умĕнче сăмах пуçаракансен пурин те пĕр тĕллев пулчĕ – вĕрентекенĕн ят-сумне çĕклесси, унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакласси, çавна май ĕç пахалăхне тăтăшах ÿстерсе вĕрентÿн çĕнĕ меслечĕсемпе усă курасси. Урăхла каласан паян çитĕнекен ăрăва пур енлĕ тивĕçлĕ воспитани парас тесен вĕрентекенĕн пĕр утăм та пурнăç таппинчен юлмалла мар. Район пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн докладĕнче çак тĕллевпе районта учительсене ĕçлеме мĕн пур майсем туса панине каларĕ. Шкулсенчи предмет кабинечĕсемпе лабораторисенче вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелли хальхи оборудованисем, компьютерсем, проекторсем тата ытти пулăшу методика пособийĕсем те пур. Кунта кашни учитель хăйĕн ĕçĕнче профессионал, психолог, методист пулни те кирлĕ. “Куллен хăйĕн тавракурăмне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен, вĕренекен çын çеç паян чăн-чăн учитель пулма пултарать”, – терĕ кун пирки хак парса хăйĕн сăмахĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов. Сăмаха малалла тăсса çапла калама пулать: районти 465 учительтен кашниех тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 87 проценчĕ хăйсен ĕçри маçтăрлăхне шута илсе категорине ÿстернĕ. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. Малашне категори илекенсене çеç мар, учительсене пилĕк çулта пĕрре аттестаци витĕр каларĕç. Ку педагогсене вĕренме, аталанма, хавхалантарма, çапла майпа ачасем шкулта илекен пĕлÿ пахалăхне лайăхлатма кирлĕ. Çак шухăша республикăри педагогсен канашлăвĕнче ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова палăртса каланă.

Паян районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 вăтам, виçĕ тĕп, тăватă пуçламăш, вунă пуçламăш шкул-садик ĕçлет. 2001-2009 çулсенче реструктуризацин тĕрлĕрен формипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 17 шкул улшăннă. Ачасен шучĕ чакса пынипе кăçал Треньелĕнчи шкул хăйĕн функцине улăштарнă. Шкул ачисен шучĕ çулсеренех сахалланни питĕ пăшăрхантарать. 2001-2009 çулсенче çеç Юхма тăрăхĕнче 2434 вĕренекен чакнă. Çапах та малашлăхра ку тĕлĕшпе кăштах çутă курăнни сисĕнет. Кăçал çеç Треньелĕнче, Анат Тăрмăшра, Алманчăра, Сăкăтра шкул çулне çитмен ачасемшĕн тепĕр ушкăн уçнă. Хальхи вăхăтра районта 1-6 çулхи шăпăрлансен 53 проценчĕ çеç ясли-садсенче тивĕçлĕ воспитани илет. Ку тĕлĕшпе татса паман ыйтусем çук мар. Уйрăмах садик черечĕ Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра пысăк. Хальлĕхе район центрĕнче 320, Шăнкăртамра 118 ача килти воспитанипе пурăнаççĕ. Çак проблемăна тĕпе хурса Патăрьелĕнче 240 вырăнлăх садик тума палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ те пур. Шăнкăртамри çул çитмен ачасен çĕнĕ учрежденийĕн проектпа смета документацийĕ те хатĕр.

Юлашки вунă çулта вĕрентÿ отраслĕ чăнах та сулмаклă утăмсем турĕ. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе ĕçлеме хатĕрленни, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе усă курасси ĕç коллективĕсен тĕп тĕллевĕ. Паян пурин те эпир кĕтнĕ пек пĕр шайра пулса пымасть. Пĕрисен профессисем ăсталăхĕ куçкĕрет, теприсен вăл юлса пырать. Çакна учительсен пĕрлехи аслă пухăвĕнче иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене пĕтĕмлетни те аван кăтартса пачĕ. Ку енĕпе район республикăра юлашкисен шутĕнче мар. Çапах та хамăр “çемьере” учительсен вĕрентÿ маçтăрлăхне ÿстермелли пирки калаçмалли пурах. Район пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенчи педагогсен ячĕпе каланă тав сăмахне итлеме кăмăллă пулчĕ. Асăннă коллективсенчи выпускниксен ППЭ балĕсем районти вăтам кăтартуран та пысăк. Çав вăхăтрах Турхан, Аслă Чемен, Çĕньял, Хирти Пикшик шкулĕсенчи специалистсен ĕç кăтартăвĕсем хыçалтан пăхсан малтисем шутланаççĕ. Çавăнпа та докладра кадр ыйтăвĕпе те çивĕч калаçу пулчĕ.

Конференцире 2009-2010 çулсенче вĕренÿ тапхăрне пĕтĕмлетсе районти педагогсем умне тĕллевлĕ пысăк ыйтусем лартнисĕр пуçне хăйсен ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ вĕрентекенсене ятран асăнчĕç, тивĕçлисене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç. Акă, Вĕрентекен çулталăкĕнче тăватă педагогăн хисеплĕ ячĕ район, республика истори страницине çырăнса юлĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти истори учителĕ Н. Андреева, Туçари вăтам шкулти географи учителĕ Л. Карягин, Аслă Чементи вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ В. Мурзакаев, Хирти Пикшикри вăтам шкулти географи учителĕ Э. Молотков тĕрлĕ номинацисемпе Президент грантне çĕнсе илнĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Журавлевăпа В. Афанасьевăна, Турханти вăтам шкулти В. Башмакова, Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти С. Ишмуратовăна, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти С. Кулаковăна, Аслă Чементи вăтам шкулти Н. Кошелевăна, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти О. Тукмаковăна тăтăшах професси ăсталăхне ÿстерсе, ĕç кăтартăвне лайăхлатса пынине палăртрĕç.

Çитĕнекен çамрăк ăру сывă та тĕреклĕ ÿстĕр, çĕр-шыва юрăхлă пултăр тесен чăн малтан кашни ачана спортпа туслă пулма явăçтармалла. Ку тĕлĕшпе уйрăмах районти шкулсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи, Аслă Чементи вăтам шкул коллективĕсенчи çамрăк спортсменсем кăтартуллă. Пур енĕпе те ăста та пултаруллă спортсменсем йышлăран Бикчурин, Камалетдинов, Деверинская ячĕпе йăлана кĕнĕ турнирсем иртеççĕ.

Умра – çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Вăл кăмăллă, ăнăçлă иртесси чăн малтанах вĕрентекенрен килет. Çавăн пекех шкул ачисен те пĕлÿ патне туртăнас туйăма кунран кун вăйлатсах пырасчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шкулсем пурте ачасене вĕренÿ çулталăкне йышăнма хатĕр. Шкулсене, кабинетсене кашниех май пур таран хăтлăх кÿме тăрăшнă. Шкулсем вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси çапла палăртнă:

“Чи лайăх вăтам шкул” номинаципе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул – I, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул – II, Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкул III вырăнта;

“Чи лайăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул” – Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул;

“Чи лайăх пуçламăш шкул” номинаципе Кзыл Камышри пуçламăш шкул – ача сачĕ – I, Упамсари пуçламăш шкул-ача сачĕ – II, Красномайскинчи пуçламăш шкул III вырăнта;

“Çул çитмен ачасен чи лайăх учрежденийĕ” номинаципе Алманчăри “Василек” ача сачĕ – I, Первомайскинчи “Шуçăм” ача сачĕ – II, Çĕнĕ Ахпÿртри “Çеçпĕл” ача сачĕ III вырăнта.

Çавăн пекех комисси тĕрлĕрен номинацисемпе чи лайăх предмет кабинечĕсене те палăртнă.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика