28 августа 2010 г.
Çак кунсенче 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ыйтăвĕпе районти комиссин черетлĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Комисси кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем турĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе йышăннă районти организациллĕ планпа килĕшÿллĕн 21 ĕç пÿлĕмĕ суйласа илнĕ. Вĕсене кирлĕ сĕтел-пуканпа, çыхăнупа тивĕçтернĕ. Çырав лисчĕсене тата ытти документсене упрамалли ятарлă вырăн пур. Ĕç пÿлĕмне ятарлă çынсем хураллаççĕ. Районти çичĕ çырав участокĕ валли çичĕ транспорт арендăна илнĕ.
Районта çырав умĕн муниципаллă харпăрлăха пăхăнса тăракан тата ытти çуртсене, халĕ пурăнакан е тухса каякан çынсене тата ытти улшăнусене тепĕр хут тĕрĕслесе шута илес ĕç пырать. Хальхи вăхăтра 13987 хуçалăха (100 процент) çак тĕллевпе тĕрĕсленĕ. Çыравçăсем 56 ялта 453 урама çитсе хăйсен округĕнче карттăсемпе тĕрĕслесе улшăнусем кĕртнĕ.
Раççей Федерацийĕн миграци службин районти специалисчĕсем пирĕн тăрăха килсе вырнаçакан е тухса каякан çынсене шута илессипе йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Ку ĕçре вĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те пысăк пулăшу параççĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче çурт-йĕрсĕр е регистрацисĕр пурăнакансене шута илме май туса парассипе тимлет. Халăхран Çырав сведенине пуçтарас, çырав хучĕсемпе ытти документсене хăрушсăрлăхра упрас тĕлĕшпе те вĕсем пысăк яваплăхра.
2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче ял поселени пуçлăхĕсене каçхи вăхăтра урамсемпе подъездсен умĕсене çутăпа тивĕçтерме хушнă.
Çырав ăнăçлă, çÿллĕ шайра иртни – Раççей халăхĕн паянхи пурнăçне тĕрĕс хаклани, малашлăха кирлĕ пек планлани. Çавăнпа та кашни çын çырава пысăк яваплăхпа хутшăнмалла.
Г. АФАНАСЬЕВ,
районти çырав
уполномоченнăйĕ.