АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клинопиçрен – аслă шкулсем патне

28 августа 2010 г.

Ку вăхăта хальхи район территоринче урăх училищĕсемпе шкулсем пулман-ха, грамота шкулĕсем ахаль шкулсен шутне кĕмен. Апла пулсан та шкулсен шучĕ ÿссех пынă. Сăмахран, 1919 çул пуçланнă тĕле кăтартнă сведенисенче, çÿлерех кăтартнă училищĕсемпе шкулсемсĕр пуçне, Вăтаелĕнче тата Каншелте шкул пурри, Аслă Арапуçĕнче – 4 класлă, 192 вĕренекенлĕ “высшее начальное училище” пулни курăнать.

Чăваш халăхĕ те хăйĕн пĕрлĕхне йĕркелет

Революци хыççăнах çĕр-шывра шкулсемпе пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçĕсем çеç мар, нацисен хăйсен пĕрлĕхне çирĕплетес юхăмĕ те аталанма тытăнать. Чăвашсем те, пурнăçра хăйсен вырăнне тупас тесе 1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-28-мĕшĕсенчех Чĕмпĕрте Пĕтĕм чăвашсен наци съездне ирттереççĕ. Съезд Чăваш наци пĕрлешĕвне – “Чувашское национальное общество” йĕркелет. Съезд çак общество умне чăвашсем пурăнакан çĕрсен карттине тума тата Чăваш республики йĕркелес ыйтусемпе ĕçлеме тĕллев лартать. Общество пĕрремĕш тĕллеве пурнăçласа ĕлкĕрет – чăвашсем пурăнакан вырăнсен карттине туса ха-тĕрлет, анчах иккĕмĕш тĕллевне пурнăçласа ĕлкĕреймест – граждан вăрçи пуçланса каять.

1918 çулта РСФСР-ти национальноçсен ĕçĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕ çумĕнче Чăвашсен пайне туса хураççĕ.

20-мĕш çулсенче вырăс мар халăхсем хăйсен халăхĕсене пĕрлештерсе уйрăм автономисем йĕркелеме тытăнаççĕ. Чăваш наци пĕрлешĕвĕпе асăннă пай тăрăшнипе чăвашсем те çак ĕçе пуçăнаççĕ. Чăваш наци обществи туса хатĕрленĕ чăвашсем йышлăн пурăнакан вырăнсен карттине шута илсе В.И.Ленин малтанах Чăваш республикине йĕркелеме, унăн тĕп хулине Чĕмпĕре тума сĕнет. Анчах Шупашкарти пуçлăхсем, тен, Республикăн тĕп хули Чĕмпĕрте пулсан хăйсем чăвашсен пуçлăхĕсенче юлаймасран хăраса та пулмалла, ку сĕнÿпе килĕшмеççĕ, сăлтавне экономика йывăрлăхĕсем тата Чĕмпĕрте чăвашсем сахал пулни çине яраççĕ. 1920 çулта вара пĕчĕклетнĕ автономи облаçĕ çеç туса хураççĕ.

1921 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Национальнăй комиссариат çумĕнчи Чăваш пайне пĕтерсе ВЦИК Президиумĕ çумĕнче Чăваш Автономи облаçĕн представительствине туса хураççĕ.

1925 çулта чăвашсем йышлă пурăнакан ытти облаçсенчи çĕрсене кĕртсе чылай пысăк Республика йĕркелеме те талпăнса пăхаççĕ, анчах нимле облаç та, республика та хăйсен çĕрне пама килĕшмест. Çапла вара Республика, тĕппипе илсен, хальхи территорипе юлать. Республика тулашне юлнă чăвашсен шăпи вара пачах урăхла пулса каять.

Ку çулсем чăваш халăхĕ, чăваш чĕлхи аталанса пынă çулсем пулнă, çÿлти влаçсем те çак ĕçе хавхалантарса пынă.

1922 çулта ВЦИК хăйĕн нарăсăн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе И.Я.Яковлев йĕркеленĕ Чĕмпĕрти чăвашсен шкулне, шкулăн çĕрĕсене, фермисене, культурăлла учрежденийĕсемпе пĕрле чăвашсемшĕн чи хаклă вырăнĕ тесе ĕмĕрлĕх усă курма чăваш халăхне парать. 1923 çулта унта чăвашсем валли педтехникум уçаççĕ.

1922 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш облаçĕн ĕçтăвкомĕ “ввести чувашский язык в качестве государственного во всех местных государственных, советских и кооперативно-общественных учреждениях” тесе постановлени йышăнать.

Ку положение Чăваш АССР-ĕн 1926 çулта йышăннă пĕрремĕш Конституцине кĕртсе çирĕплетсе хăвараççĕ. Анчах та 1937 çулта йышăннă Конституцинче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулни çинчен асăнмаççĕ.

1926 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче 1922 çулта Хусанта уçнă Тухăçри педагогика институтĕнче чăваш уйрăмĕ йĕркелеççĕ. 1930 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн тата ВЦИК Постановленийĕпе Чăваш Республикинче пĕрремĕш Аслă вĕренÿ заведенине – Чăваш педагогика институтне – уçаççĕ. Çак института уçнă хыççăн Хусанти Тухăçри педагогика институчĕ çумĕнчи чăваш уйрăмне 1931 çулта хупаççĕ.

Патăрьел уесĕ. Шкулсем.

Ĕçри йывăрлăхсем

1920 çулта, Чăваш Автономи облаçне туса хурсан, Пăва уесне кĕрекен чăваш вулăсĕсем Чăваш Автономи облаçне малтанласа Çĕрпÿ уес йышне кĕрсе куçаççĕ. Çĕрпÿ уес Совечĕ, уес лаптăкĕ питĕ пысăк пулнипе, малтан Йĕпреçри ревтройка, каярахпа Çĕрпÿ уесĕ йышĕнчех Патăрьел районĕ туса хурать. Малалла Чăваш Автономи облаçне Тутар АССРĕнчен татах та вулăссемпе ялсем куçнине шута илсе уйрăм Патăрьел уесĕ йĕркелеççĕ. Йĕпреçри ревтройка хăйĕн 1920 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчи ларăвĕнче çĕнĕрен йĕркеленĕ районти, унтан уесри халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующийĕ пулма Михаил Степанович Евграфова уйăрса лартать. Евграфовăн çумĕ пулса С.М.Тестов ĕçленĕ.

Семен Михайлович Тестов (1893-1945) Туçара çуралса ÿснĕ. Ялти шкула, 1912 çулта Пăвари 4 класлă хула училищине вĕренсе пĕтерет, 1913-1914 çулсенче Анат Тăрмăшри чиркÿ-прихут шкулĕнче учительте ĕçлет. Патша çарĕнче хĕсметре тăрать. Çартан таврăнсан Пăва уесĕнче совет влаçне йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать. Ăна Пăва уес ĕçтăвкомĕн членне суйлаççĕ. Уес ĕçтăвкомĕн ытти членĕсемпе пĕрле Пăва, Мăрат, Шăнкăртам, Турхан вулăсĕсенче халăха шуррисен çарне явăçтарнине хирĕç ĕçлет. (Малалли пулать)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика