01 сентября 2010 г.
Августăн 29-мĕшĕнче, Шупашкарта, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ХХХI сессийĕ вĕçленнĕ хыççăн Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă ятпа сумлă йăла-йĕрке иртнĕ.
Çак ятпа пухăннă чыслă лару-тăрăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен представителĕсем, район-хула пуçлăхĕсем, общественность представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
“Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата Чăваш Республикин Конституцине таса тивĕçпе тытса пыма, этем тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп”, – тенĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама йышăнса тупа тунă май.
Чăваш Республикин Президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă ятпа Михаил Игнатьев ячĕпе çĕр-шыв ертÿçисем – Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведевпа Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин янă саламлă телеграммăсене Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота вуласа панă, хăйĕн ячĕпе саламланă. Çавăн пекех Григорий Алексеевич Михаил Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн удостоверенине панă.
Вун ултă çул ытла Чăваш Ене ертсе пынă пĕрремĕш Президента Николай Федорова “Чăваш Республики умĕн-чи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа тата Чăваш Республикин Президенчĕн асăнмалăх паллипе чысланă.
А. КОЗЛОВ хатĕрленĕ.