01 сентября 2010 г.
Больницăна тĕрлĕрен йывăр чирпе, суранпа лекнĕ чылай çынна пĕрремĕш пулăшу пама, унăн пурнăçне çăлса хăварма юн кирлĕ. Çавăнпа та районта час-часах çак тĕллевпе ыркăмăллăх акцийĕсем ирттереççĕ.
Нумаях пулмасть çакнашкал сăваплă ĕçе Турханти врач офисĕнче йĕркеленĕ. Канашри юн илекен станцинчи медицина работникĕсем хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тума килнисене кунĕпех йышăннă. Хастарсем вара хальхинче те йышлă пулнă. Çак тăрăха кĕрекен Аслă Чемен, Турхан, Çĕньял ял поселенийĕсенче пурăнакан 93 çын юн пама кар тăнă. Донор кунĕнче 37 литр юн пуçтарăннă. Яланхи пекех çак сăваплă ĕçре чăн малтанах Аслă Чементи врач офисĕнче тăрăшакан медицина работникĕсем ырă тĕслĕх кăтартнă.