01 сентября 2010 г.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ М. Матвеева республикăри медицина сестрисем хушшинче ирттернĕ конкурсра хăйĕн профессилле ăсталăхне кăтартса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Конкурс вăраха кайнă чирпе çыхăннă çынсене пулăшу парассипе çыхăннă. Çапла вара район чысне хÿтĕленĕ медицина сестри Раççей шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма тивĕçнĕ.
Мария Борисовнăна ялта аслисем те, çамрăксем те хисеплеççĕ. Çыннăн инкекĕ уншăн нихăçан та ют мар. Çавăнпа та вăл талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чирлесе ÿкнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама хатĕр. Ку тĕлĕшпе унăн ĕç опычĕ те сахал мар. 35 çул хушшинче вăл çĕршер çынран тав сăмахĕ илтнĕ.
М. Матвеева тăрăшулăхне пулах ялта вăл ертсе пыракан фельдшерпа акушер пункчĕ республикăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Çакăншăн сывлăх çуртне 100 пин тенкĕлĕх Президент грантне тата диплом парса чыс тунă.