01 сентября 2010 г.
Çивĕч ăс-тăнлă, талантлă, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă ачасене хавхалантарас тĕллевпе çулленех ра-йон пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтереççĕ. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче сумлă стипендие 5 ача илсе тăрĕ. Вĕренÿри хастарлăхшăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулта Х класра вĕренекен Альбина Антонова, физкультурăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта VIII класра вĕренекен Владислав Афанасьев, экологипе çут çанталăк сыхлавĕнче палăрнăшăн Туçари вăтам шкулта ХI класра вĕренекен Сергей Углев, гуманитари ăслăлăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн Шăнкăртамри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта Х класра вĕренекен Айгель Абейдуллова, ÿнерпе культурăри пултарулăхшăн Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта VIII класра вĕренекен Мария Тихонова (ÿкерчĕкре, сулахайран сылтăмалла) тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВ.