01 сентября 2010 г.
Паян республикăри 503 шкула 126 пин ача вĕренме пынă. Çав шутра 12,8 пинĕ – пĕрремĕш классем.
Çĕнтерÿçĕсем паллă Çурла уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет теа-трĕнче Максим Дормидонтович Михайлова халалласа оперăн çамрăк юрăçисен Пĕтĕм тĕнчери I конкурсĕ иртнĕ.
Сакăр номинацире палăрнисене ятарлă парнепе наградăланă. Дипломантсен йышăнче – Татьяна Тайбахтина, сопрано (Шупашкар), Лариса Васюхина, сопрано (Шупашкар), Ван Лэ, меццо-сопрано (Пекин). Лауреатсем вара çаксем: виççĕмĕш преми – Дуан Сюэгуан, бартион (Пекин), Чжао Кэ, сопрано (Пекин), Татьяна Прытченкова, сопрано (Шупашкар), Мария Баянкина, сопрано (Мускав); иккĕмĕш преми – Маргарита Финогентова, меццо-сопрано (Шупашкар), Ши Гуанджунь, баритон (Пекин), Чжао Мин, бас (Пекин), пĕрремĕш преми – Иван Снегирев, тенор (Шупашкар), Гуо Цианчжао, тенор (Пекин).