АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕ шăнкăрав

04 сентября 2010 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ Вĕрентекен çулталăкĕнчи Пĕлÿ l кунне пысăк хавхаланупа пуçларĕ. Çакăн валли вĕсен сăлтавĕсем те пысăк. Шкул директорĕ В. Солдатов линейкăна пуçтарăннă ачасемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе саламланă хыççăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тунă коллективăн çи-тĕнĕвĕпе паллаштарчĕ, чи-чи кăтартуллисене тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе спорт тупăшăвĕсенче мала тухнă ачасене, вĕсене хатĕрлекен учительсене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ, малашне те шкул чысне хÿтĕлеме творчествăлла çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пысăк коллективне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ, пĕлÿ тĕнчин алăкне пĕрремĕш хут уçакансене аслă пиччĕшĕсемпе-аппăшĕсенчен ырă тĕслĕх илсе вăренме, педагогсене малашне те районта пур енĕпе те чи-чи кăтартуллисем пулма ырă сунчĕ, ти-вĕçлисене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕ.

Коллектива çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л. Ляллина, Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Петр иерей, “Батыревская МСО” хупă акционерла общество директорĕ П. Каллин саламларĕç, çулталăка пысăк хавхаланупа ирттерме ырă сунчĕç.

Юлашкинчен 11-мĕш класра вĕренекен Д. Сорокинпа пĕрремĕш класри К. Кудряшова пĕрремĕш шăнкăрав пачĕç. Пуçласа шкула килнĕ 89 ачашăн вăл пурнăçра чăн-чăнах пĕрремĕш хут янăрарĕ.

 Район пуçлăхĕ Н. Глухов Пĕлÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ мероприятисенчен чăнl малтанах Сăкăтри вăтам шкулта, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче пулнă, ачасемпе студентсене, вĕрентекенсемпе преподавательсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламласа творчествăлла пысăк çи-тĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Педагогсемпе ачасене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем В. Кузнецовпа А Ялуков, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем саламланă.

 Хирти Пикшикри вăтам шкулта пĕрремĕш шăнкăрав уявĕ кăмăллă иртнĕ. Шкулl директорĕ Н. Хуснетдинов пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă хыççăн райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова иртнĕ вĕренÿ çулĕнче уйрăмах ĕçре палăрнă Р. Томатовăпа С. Гинатуллина учительницăсене Хисеп грамоти парса чыс тунă. Географи учительне Э. Молоткова Президент грантне пани те педагогика коллективĕшĕн пысăк сум.

Линейкăна пуçтарăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Маркиданов, районти тĕп эколог М. Хафизов, театрпа сатира артисчĕ, çак шкул выпускникĕ Н. Кляжев, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем уявпа саламланă, çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă.

С. Черновпа З. Гажанова пĕрремĕш шăнкăрав панă хыççăн вĕренекенсем пĕрремĕш урока пуçтарăннă.

 Турханти вăтам шкулта Пĕлÿ кунĕнче 307 ача парта хушшине ларнă. Таврариl тăхăр ялтан вĕренме пуçтарăнаççĕ çак шкула. Мĕн пурĕ 17 класс-комплект. Пĕрремĕш хут 12 ача парта хушшине ларнă. Вĕсемшĕн çак уяв чи асра юлакан кун пулса юлĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Сымов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов, учреждени, организаци ертÿçисем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.

Уявра вĕренÿ отличникĕсене, олимпиада призерĕсене, ĕçре палăрнă педагогсене Хисеп грамотипе чыс тунă.

Алманчăри вăтам шкулта ирпе ирех ачасене хавхалантаракан хаваслă кĕвĕ-çĕмĕl янăранă. Унăн çеммипех коллектив уяв линейкине пуçтарăннă. Шкул директорĕ М. Горбунова пурне те черетлĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, тăхăр хастара, вĕренÿ отличникне Мухтав хучĕ парса чыс тунă. Уяв саламĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, Чăваш Республикинчи федераллă казначейство управленийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Н. Федоров, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçи Ю. Попов, ял чиркĕвĕн настоятелĕ Олег атте, районти пушар хуралĕн инспекторĕ В. Чернов, ашшĕ-амăшĕ тухса калаçнă, пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çитĕнÿ тума ырă суннă.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул коллективне çĕнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕ ячĕпеl райадминистрацин вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Афанасьев, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, “Труд” ЯХПК ертÿçи Н. Михайлов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем ăшшăн саламланă, ĕçре пысăк çитĕнÿ, ырă пуçару тума ăнăçу суннă.

Çак кун 14 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. О. Васильева учительница пулăшнипе малашне вĕсем пĕлÿ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене алла илĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава янăраттарма вара Е. Кирилловпа А. Мулендеева тивĕçнĕ.

 Пĕлÿ кунĕнче Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкула халăх йышлă пуçтарăннă. Вăлl шутра чĕннĕ хăнасем те, ашшĕ-амăшĕ те, унчченхи выпускниксем те пулнă. Çак кун 363 ачашăн хĕрÿ тапхăр пуçланнă.

Уява пухăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Купкенов саламланă, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре нумай вăй хуракан учительсене Хисеп хучĕпе тата парне парса чысланă. Шкул коллективне парнеленĕ спорт тренажерĕ вара вĕренекенсене спортра тата пысăкрах çитĕнÿ тума хавхалантарĕ. Шкула парне паракан хастарсем татах пулнă. М. Янешев депутат коллектива уяв ячĕпе лазер принтерĕ, Р. Хафизов “Гулистан” медресе ячĕпе кавирпа кĕнекесем парнеленĕ.

Уявра шкул канашĕн председателĕ М. Карама, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А. Куртлюков тата ыттисем те тухса калаçнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă.

Линейка хыççăн кашни класрах “Конвенция о правах ребенка” темăпа класс сехечĕсем иртнĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика