АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ вĕçев сана, Илюзя!

04 сентября 2010 г.

Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулшăн çеç мар, тăххăрмĕш класра вĕренекен И. Пазюкова çак кунсенче районшăн та паха ĕç турĕ. Кĕçĕн класранпах поэзи каçалăкĕнче хăйĕн вырăнне шыракан хĕрача Пĕлÿ кунĕ умĕн тĕллевне пурнăçларĕ, “Авангард” хаçат редакци-йĕнче пĕрремĕш сăвă кĕнекине – “Шăнкăртам – манăн телейĕм” ятпа пичетлесе кăларчĕ.

Илюзян творчествăри пултарулăхне район хаçачĕн тусĕсем маларах та асăрхама пултарнă. Çамрăк хĕрачан тĕнчекурăмĕ, ытарайми атте-аннене, тăван яла, тавралăха юратни, тĕн йăли-йĕркине хисеплени кашни вулаканах тĕлĕнтерĕ. Творчествăри пĕрремĕш утăмшăн вăл чăн малтанах тутар чĕлхи учительне С. Ишмуратовăна чун-чĕререн ăшă сăмахсем калать. Чĕререн шăранса шăрçаланнă йĕркесене вулакан патне çитерме пулăшнăшăн савăнса район Пухăвĕн депутатне М. Карамана, кĕнеке редакторне Р. Кеметова пуç таять.

Малашнехи творчествăра ирĕклĕ вĕçев сана, Илюзя!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика