04 сентября 2010 г.
Республикăн тĕп аслă шкулĕн – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн – студен-чĕсемшĕн Пĕлÿ кунĕ Чăваш Енĕн çĕнĕ Президенчĕпе Михаил Игнатьевпа çывăхрах паллашнинчен пуçланнă. Хăнана вĕсем тĕп корпус умĕнче кĕтсе илнĕ, унăн саламне хумханса итленĕ. Çамрăксене Шупашкар хула мэрĕ Николай Емельянов, университет ректорĕ Всеволод Агаков вĕренÿре, пурнăçра ăнăçу суннă. Университетăн çултан-çул çирĕпленсе пынă ырă йăла-йĕрке нумай. Йăлана кĕнĕ тăрăх Пĕлÿ уя-вĕнче те тĕрлĕ наци студенчĕсен туслăх монуменчĕ тата чăвашсене çутта кăларнă И.Я. Яковлев палăкĕ умне чечексем хунă. Çак тивĕçе вĕренÿре палăрнă студентсене шаннă.
Унтан Михаил Игнатьев К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Пĕлÿ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Вăл хăй те çак аслă шкултан вĕренсе тухнă.