04 сентября 2010 г.
Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнче следстви комитечĕ, çавăн пекех Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе виçĕ çул çитет. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсене тивĕçтерсе тăрать. Хаçат вулакансене çак уйрăм ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе редакцие Чăваш Республикин следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн ертÿçине Р. Шайхалова чĕнтĕмĕр. Сăмах май каласан Руслан Небиуллович саккун хуралĕнче тăракан уйрăма малтанхи кунранах ертсе пырать.
– “Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнче следстви комитечĕсем йĕркелесси” çинчен калакан Указа Раççей Президенчĕ шăпах виçĕ çул каялла алă пуснă. Тĕпрен илсен çакна тума Раççейре судпа право йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртни хистенĕ.
– Руслан Небиуллович, калаçăва 2007 çулхи авăн уйăхĕнченех пикенер-ха...
– Кирек епле çĕнĕрен йĕркеленекен организаци пекех пирĕн те малтанхи тапхăрта йывăрлăхсем сахал мар пулчĕç. Кадрсем енĕпе те, пурлăхпа техника бази енчен те, тата ытти те, тата ытти те... Халĕ вăл хыçра, аса илÿ ша-йĕнче ĕнтĕ. Паянхи кун районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пырать, хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшать.
– Коллективпа паллаштарсан та вырăнлă пулĕччĕ...
– Тархасшăн. Пурĕ 9-ăн ĕçлетпĕр. Эпĕ – ертÿçи, Р. Салимзянов манăн çум, ертÿçĕн аслă пулăшуçи В. Егоров, В. Ярушкин уйрăмах хăрушă (йывăр) ĕçсен следователĕ, Д. Тазюков, А. Эткеров, В. Зайцев аслă следовательсем, Н. Маркиданова инспектор-йĕркелÿçĕ, И. Серов водитель.
Çак йышпа эпир кăçал преступленисем пирки 300 пĕлтерĕве пăхса тухнă. Вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн 102 уголовлă ĕç пуçарнă.
– Мĕнлерех уголовлă ĕçсем ытларах тĕл пулаççĕ-ха пирĕн тăрăхра;
– Вĕçленнĕ уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ çын пурнăçне тата сывлăхне хирĕç тунă преступленисем. Саккуна пăснă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ эрех-сăрапа иртĕхнипе, тĕллĕ-паллисĕр пурăннипе пулнă. Унсăр пуçне арлăхпа, Конституци прависене пăснипе çыхăннă преступленисем те пур. Районсенчи прокуратурăсемпе, оперативлă шырав органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе коррупци енне туртăнакан преступленисене тĕпчессине тимлĕрех пăхма тытăнтăмăр. Кăçал çеç вырăнти хăй тытăмлăх депута-чĕсем пирки 4 уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтертĕмĕр, вĕсем пирки суд тивĕçлĕ йышăну кăларчĕ.
Уйрăмах çул çитмен çамрăксем пурнăçран уйрăлни хумхантарать. Çак тĕллевпе кăçал 4 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Паянхи кун та ку енĕпе пĕр уголовлă ĕçе тĕпчетпĕр. Хамăрăн ĕçре эпир саккун умĕнче пурте пĕр тан текен тĕллеве тĕпе хуратпăр.
– Руслан Небиуллович, калаçушăн тавтапуç. Виçĕ çул хушшинче сирĕн уйрăм ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçатра çутатсах тăтăмăр. Малашне те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи саккун хуралĕнче пĕрле килĕштерсе ĕçлер.
– Тавтапуç. Çапла пултăр.
А. КОЗЛОВ калаçнă.