АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăсăр малалла аталанаймăн

04 сентября 2010 г.

Ял хуçалăхĕнче паян техникăсăр пĕр утăм та тăваймăн, унсăрăн акаймăн та, выраймăн та. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, трактор-машина хакĕсем ÿснипе, кадрсем сахалланнипе АПК предприятисенче хăватлă, энергие перекетлекен, харăс темиçе ĕç тума пултаракан “хурçă утсене” туянма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра районта комбинациллĕ акакан 15 агрегат, “Кузбасс” тата “Агромастер” акакан комплекссем, 19 дискатор (БДМ), МТЗ-1221 маркăллă 19 трактор, тĕш тырă пухакан “Класс-Медион” пĕр комбайн, Дон-1500Б” маркăллă 14 комбайн, вĕсенчен улттăшĕ улăма вĕтетекенни, “Полесье” 3 комбайн, “Акросс 530” 2 комбайн пур. Çавăн пекех çĕр улми туса илме ятарлă комплекслă 5 комплект туяннă, вĕсемсĕр пуçне “иккĕмĕш çăкăра” пухакан кăкарса çÿремелли 13 комбайн, 4 сортировка, сахăр кăшманĕн хирĕнче ĕçлекен 4 комплект пур. Паллах, ку кăна çителĕксĕр, çавăнпа çуллен техника паркне çĕнетсе пыраççĕ. Кăçал районĕпе 28 миллион тенкĕлĕх 19 единица техника илме палăртнă. Хальлĕхе 10 миллион тенкĕлĕх 7 техника хутшăннă. “Батыревский”, “Шанс” хуçалăхсем икшер, “Первомайск” хуçалăх пĕр трактор туяннă. “Малалла” ял хуçалăх эртелĕ çăмăллатнă кредитпа тĕш тырă пухакан “Вектор” комбайнлă пулнă.

Техника туянма укçа-тенкĕ нумай кирли пирки маларах та асăннăччĕ, çакна шута илсе киввисене те май пур таран юсаса тăмалла. Вĕсем хуть хăçан та çула тухма юрăхлă пулччăр. Патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă техникăпа ĕçлеме те шанчăклă.

Хальхи вăхăтра районĕпе 966 единица техника, кунта тракторсемпе кăкарса çÿремелли хатĕрсем кĕреççĕ, регистрациленĕ. АПК предприятийĕсенче – 558, уйрăм секторта – 303, промышленность предприятийĕсемпе организацисенче 105 шутланса тăраççĕ. Патшалăх тĕрĕслевне 713 единица техника тăратнă, 527-шĕ çула тухма юрăхлине ĕнентерекен документа илнĕ. Хатĕррисен ретне тăратнисенчен ял хуçалăх предприятийĕсенчен 450-ран (81 процент) – 338 (75 процент), уйрăм секторта 185-рен (61) – 133 (72), промышленность предприятийĕсемпе организацисенчен 78-тан (74 процент) 56-шĕ (72 процент) тĕрĕслев витĕр тухнă.

Пĕрчĕллĕ культурăсене пухакан комбайнсем 80 шутланса тăраççĕ: АПК предприятийĕсенче – 77, уйрăм секторта – 3. Вĕсенчен тĕрĕслев урлă ял хуçалăхĕнчен – 66, уйрăм çынсен иккĕшĕ каçнă.

Вырма вĕçленчĕ, апла пулсан яваплă тапхăрта усă курнă техникăна хĕле валли хатĕрлесе хумалла. Чылай ял хуçалăх предприятийĕнче ку ĕçе пуçăннă. “Малалла”, “Батыревский”, “Труд”, “Звезда”, “Тойсинская” хуçалăхсенче уй-хир “карапĕсене” тирпейлесе лартнăпа пĕрех.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика