АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клинопиçрен – аслă шкулсем патне

04 сентября 2010 г.

Пăвана шуррисем илсен И.С.Космовский йĕркеленĕ партизансен отрядне, 1918 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче – Патăрьел патĕнче П.Е.Крепков отрячĕпе шуррисем хушшинче пулнă çапăçăва хутшăнать. Чăваш автономи облаçне йĕркелесен Патăрьел уес çут ĕç пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, 1923-1937 çулсенче Карапай Шăмăршăри шкулта учитель, директор пулса ĕçлет. 1937 çулта айăпсăрах репрессине лекет. Лагерьтех вилет. Реабилитациленĕ.

М.С.Евграфова парти уес комитетне ĕçлеме куçарнă хыççăн УОНО заведующийĕ пулса Тăрăн çынни Васильев Алексей Васильевич, ун хыççăн С.А.Зайцев, 1926 çултан Патăрьел çынни Иван Гаврилович Гаврилов ĕçлеççĕ.

Патăрьел вулăсĕнче шкул инструкторĕ пулса пуçласа Пăваранах куçнă Ф.И. Иванов ĕçлет.

Федор Иванович Иванов 1890 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Сăкăтра хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Хурăнварти икĕ класлă училищĕне вĕренсе пĕтерет те çав çулах Хусанти учительсен семинарине вĕренме кĕрет. Учитель ятне илсен 1909-1911 çулсенче И.Я. Яковлевăн тăван ялĕнче – Кăнна Кушкинче – учительте, 1912–1920 çулсенче Аслă Арапуçĕнчи икĕ класлă училищĕре учительте, директорта ĕçлет. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах 1918-1920 çулсенче Пăва уесĕнчи çут ĕç пайĕн коллеги членĕ, 1920 çулта Патăрьел вулăсĕнчи шкулсен инструкторĕ те шутланать 1921 çулта ăна Сăкăтри опытлă-кăтарту шкул заведующийĕ пулма куçараççĕ. 1924 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ф.И. Иванова Патăрьел вулăс Совечĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. Çав çулхи уесри Советсен съездĕнче ăна облаçри Советсен съездне кайма делегата, облаçри съездра Чăваш область Тĕп ĕçтăвкомĕн членĕн кандидатне суйлаççĕ. 1925 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкара Тĕп Сов-нархоз председателĕн çумĕ пулса ĕçлеме уйăраççĕ. 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тĕп Совнархоза пĕтереççĕ, Федор Иванович Йĕпреçе уесăн вырăнти хуçалăх пайĕн ертÿçинче ĕçлеме куçать. Çав çулах çĕнĕ районсем йĕркелесен Патăрьел районĕнче малтан культурăпа социаллă пайĕн, унтан райфо заведующинче, 1931-1937 çулсенче районти колхоз шкулĕн директорĕнче ĕçлет, 1937 çулта халăх тăшманĕ тесе репрессине лекет, çав çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш АССР НКВД-ăн спецтройки ăна 10 çула хупать. 1946 çулхи çурла уйăхĕнче вăл лагерьтех вилет. 1955 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧАССР Аслă сучĕ Федор Ивановича реабилитацилет.

Паллах, малашне УОНО, ВолОНО-сен, шкулсен ĕçченĕсен хушшинче те улшăнусем пулсах пынă. Çĕр-шыв та, правительство та ачасене хутла вĕрентес ĕç çине пикенсе пăхма тытăннă, çавна пула, кашни çулах тĕрлĕ улшăну пулса пынă, район территорийĕнче шкулсен шучĕсем те ÿссех пынă, вĕсен ячĕсем те, вĕсенче ĕçлекенсен йышĕсем те ылмашсах тăраççĕ. Кунта кашни çулхи шкулсен ячĕсене, унта ĕçлекенсен хушамачĕсене пама май çук, кăсăкланакансем вĕсемпе архивсенчи документсенче, е çак йĕркесен авторĕ патĕнче паллашма пултараççĕ.

Пур шкулсем те 1 сыпăкри шкулсем шутланнă.

1921 çул Атăл тăрăхĕнчи халăхсемшĕн, выçлăха пула, питĕ йывăр çул пулнине пурте пĕлетпĕр. Çак йывăр çул шкулсемпе вĕрентекенсем, ытти халăхпа пĕрле ачасене выçлăхран хăтарас тивĕçе те пурнăçламалла пулнă, пурнăçланă та: шкулсем çумĕнче столовăйсем, ача яслийĕсем, ача çурчĕсем уçнă, питĕ нумай ачана учительсем йĕркеленипе тырă-пулă аванрах çитĕннĕ, е апат-çимĕç тупма çăмăлтарах вырăнсене илсе кайса çăлса хăварнă. Çав вăхăтрах шкул çук ялсенче çĕнĕрен шкулсем уçнă, вĕсенче ĕçлеме кирлĕ вĕрентекенсем тупса вырнаçтарнă.

Тепĕр вĕренÿ çулĕнчех Патăрьел вулăсĕнче Аслă Патăрье-лĕнче, Ишекре, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Çĕнĕ Ахпÿртре, Кивĕ Катекре, Анат Туçара, Татмăшра, Туçара, Тăрăнта, Еншикре, Тутар Тиме-шĕнче, Кивĕ Ахпÿртре, Пăлакассинче, Треньелĕнче, Именкассинче 4 çул вĕренмелли 1 сыпăкри тата Сăкăтра 6 çул вĕренмелли шкул.

Турхан вулăсĕ тăрăх Упамсара, Пашьелĕнче, Аслă Чементе, Люляра, Анат Тăрмăшра, Çĕнĕ Выселкинче, Нăрваш Шăхалĕнче, Турханта, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Çĕньялта, Аслă Арапуçĕнче 4 çул вĕренмелли 1 сыпăкри тата Аслă Арапуçĕнчех 5 çул вĕренмелли 2 сыпăкри шкул.

Шăмалак вулăсĕнчен Алманчăра, Убей Начаровара (хальхи Кзыл Чишма) 4 çул вĕренмелли 1 сыпăкри шкул.

Шăнкăртам вулăсĕнче Шăнкăртамра, Хирти Пикшикре, Тутар Сăкăтĕнче 1 сыпăклă тата Ыхра Çырминче 6 çул вĕренмелли шкулсем пулни курăнать.

Анчах та 1922-23 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле Кивĕ Ахпÿртри, Пăлакассинчи, Треньелĕнчи тата Именкассинчи шкулсем хупăнаççĕ. Аслă Арапуçĕнче 2 пусăмри шкул 6 çул вĕренмелли шкул пулса тăрать.

1923-24 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле Патăрьел вулăсĕнче 10 ялта, Турхан вулăсĕнче 13 ялта шкулсем пулман.

8 çул вĕренмелли шкулсем уе-сĕпе те Кĕçĕн Елчĕкре тата Каçалта, 6 çул вĕренмелли шкулсем ытти вулăс центрĕсенче пурĕ те 7, Патăрьел вулăсĕнче çеç Сăкăтра, 2 сыпăкри шкул Аслă Арапу-çĕнче, тата 4 çул вĕренмелли 1 сыпăкри 117 шкул шутланнă. Шкулсем уçасси, пĕр ялтан тепĕр яла куçарасси малашне те пулса пынă. Акă, сăмахран, 1923 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ Патăрьел вулĕçтăвком ларăвĕ вулĕçтăвком председателĕ Татмăш çынни А.А.Антонов çине тăнипе: “Возбудить ходотайство о перемещении Сугутскую школу-шестилетку в с. Батырево” тесе йышăнать. 1924-1925 вĕренÿ çулĕ итогĕсемпе вара Патăрьел вулăсĕ çакăн пек отчет тăратать: “По волости всего 16 школ. Из них 4-х классные 15, 6-классная 1 – в с. Батырево”.

Сăкăтра вара 1 ст. шкул çеç юлать, хресчен çамрăкĕсен шкулĕ ĕçлеме тытăнать.

Ку вăхăтра шкулсен ăçта вырнаçтарассине шыранă тапхăр пулнă. Çавăнпа та кашни çулах тĕрлĕ улшăнусем пулса пынă.

Вулăссенче шкул çук ялсене пуррисен çумне çирĕплетме тытăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика