04 сентября 2010 г.
Пурнăç тинĕсĕ алăри пÿрнесем пекех никамшăн та тикĕс мар. Пĕрисем çав тумхахлă çула пач туймасăрах пурнăçа пыл та çу тенĕ евĕр сыпăнтарса пыраççĕ, теприсем йывăрлăха мĕн пур вăя пухса парăнтараççĕ, виççĕмĕшĕсем вара хăйсенчен вăйлăраххисенчен пулăшу кĕтсе куçран пăхаççĕ. Çакнашкал шăпа килсе тухнисем ытларах ватлăхра хÿтлĕхсĕр, пулăшусăр тăрса юлнăскерсем. Çак ушкăнри çынсен тирпейлĕ пайĕ паян районти ваттисен çуртĕнче пурăнать. Вĕсен унта хăйсен çемйи, пĕтĕмĕшле йĕрке, тирпей, вăхăтлă апатлану. Урăхла каласан ватă çынна канлĕ пурăнма услови çителĕклĕ. Ваттисен çурчĕ тăван кил вырăнне пулмасан та вĕсем пурпĕрех телейлĕ тесе хаклас килет. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшусăр юлнисене шыв паракан та, çакăр çитерекен те, сиплекен те пур. Килсĕр-йĕрсĕр, пĕр хÿтлĕхсĕр урамра пурăнни, çапкаланса çÿрени мар-çке. Унчченсенче çакнашкал çынсене хуласенче çеç асăрхама пулатчĕ. Çулла вĕсем урамрах çĕр каçаççĕ, хĕллесенче çурт подъезчĕсене кĕрсе вырнаçаççĕ. Выçă хырăм хутаç çактаратех пулĕ çав. Кăнтăрла вара хырăмне тăрантмалăх е эрех-сăралăх (кăна пытарма кирлĕ мар) кĕлмĕçленсе тăраççĕ. Кун каçа çемçе чунлисем тупăнаççех ĕнтĕ.
Темиçе çул каялла бомж пурнăçĕ хăçан та пулин яла килсе çакланасса никам та шутламан. Шел пулин те унăн паллисем район центрĕнче курăнни пăшăрхантарать. Кашни ирех ĕçе утнă май вăрттăн вырăнта вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă çынсем арçынна пăха-пăха иртсе каяççĕ. “Вилсе кайман-ши вăл;” е “Хулари евĕр ыйткалакансем кунта та çитрĕç-ши;” – теççĕ те малалла утаççĕ. Çула май утакан хĕрарăмпа хăюлăх çитерсе çĕрпе пĕлĕт хушшине тăрса юлнă арçын патне пытăмăр, ыйтусем патăмăр.
Икĕ уйăх кунти бетон урайĕнче выртать иккен çак çын. (Юлашки кунсенче курăнмасть). Çулĕпе ватă мар, 53-ре çеç, çемьесĕр. Çавăнпа та “Миçе çулта эсĕ;” тесе ыйтсан “Çамрăк-ха...”, – терĕ. Юнашарах чĕре сури тумалăх çăкăр сăмси, тăвар, песук, шыв. Эрех кĕленчипе черкки те алă айĕнчех... Çакăн пек пурнăçшăн ăна Турă кун çути панă-ши; Шăпа-ши ку е пурнăçа йĕркелеме пĕлменни; Хăй каланă тăрăх вăл патшалăхран укçа та илет. Ури утмасть пулсан (хăй çапла калать) такси машинипе кайса больницăна сипленме выртма та пулать. Укçине юлташĕсемпе сапаласа пĕтериччен тутлă апат çисе ырă тум çеç тăхăнасчĕ те...
Пурăннă чухне ăслă-тăнлă çын пулма, пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тухса ыттисемшĕн усăллă, пархатарлă ĕç тума çăмăл мар. Çав вăхăтра нишлĕленсе, мĕскĕнленсе юлма, пурнăç çулĕнчен ахрат çырмине чăмма та пулать. Вăл вара çут тĕнчене телей те савăнăç курма çеç çуратса янă çынтан хăйĕнчен çеç килет.
А. НИКОЛАЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.