АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăра вăйлисем çĕнтерчĕç

08 сентября 2010 г.

Иртнĕ шăматкун, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче, район центрĕнчи “Паттăр” стадионта “Авангард”, “Советская Чувашия” хаçатсемпе район пуçлăхĕн парнисемшĕн çуран чупассипе эстафета ăмăртăвĕ пулчĕ. Старта 300 ытла спортсмен тăчĕ. Финиша вара вăйлисенчен вăйлисем пĕрремĕш çитрĕç.

Спортсменсене район пуçлăхĕ Н. Глухов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикин Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, районта тухса тăракан “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Ялуков саламларĕç, йăлана кĕнĕ спорт уявĕнче пурне те пысăк хавхалану, çĕнтерÿ сунчĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла. Çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ кĕрхи эстафета пулас пирки “Авангард” хаçатра темиçе хутчен те пĕлтерÿ пичетленчĕ пулин те ра-йонти 19 ял поселенинчен вуннăшĕ çеç команда тăратнă. Ытти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем çав тери хулăн тирлĕ е пĕтĕмĕшле йĕркене пăхăнмаллине нимĕн вырăнне те хумаççĕ-ши; Унсăр пуçне эстафетăра çемьесен, организаци-предприятисен, учрежденисен, ветерансен, вăтам шкулсемпе тĕп шкулсен командисем 400 метрлă инçĕшне черетленсе чупнине куракансем пăлханмасăр, хумханмасăр пăхаймарĕç.

Хăйне евĕр спорт уявне çемье команди пуçларĕ. Эстафетăра малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн пилĕк çемье старта тăчĕ. Çивĕч тупăшура Аслă Чементи Макаровсен çемйи финиша чăн малтан çитрĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Çак ял поселенийĕ тăтăшах ăмăртусене çемье командине ăнăçлă хатĕрлет, малти вырăна йышăнать. Иккĕмĕш вырăна Красномайскинчи Емельяновсен, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи Ситовсен спортпа туслă çемйисем тухрĕç.

Ветерансен командисем хушшинче те Аслă Чемен ял поселенийĕнчи спортсменсем чи-чи кăтартуллисем пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тата Первомайскинчи ял поселенийĕн командисем иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче.

Тĕп ушкăнта районти организаци-предприяти, учрежденисенчен 13 коллективри спортсменсем тупăшрĕç. Командăсен чысне пилĕк арçынпа пилĕк хĕрарăм хÿтĕлерĕç. Çак ушкăнра чупакансене пăхма пушшех кăсăклă пулчĕ. Тĕрлĕ çулти спортсменсем эстафета патакне илчĕç. Яланхи пекех Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн спортсменĕсен чупу техники пысăк шайра пулнине палăртмалла, çавăнпа та вĕсем малтанхи çаврăмсенче чылай парăнмасăр ăмăртрĕç: е пĕри, е тепри пĕр-пĕринчен иртсе кайрĕç. Финиша вара банкирсем хăйсен ялавĕпе малтан килсе кĕчĕç. Йĕрке хуралĕн спортсменĕсем иккĕмĕш, “Паттăр” спорткомплексĕн команди виççĕмĕш вырăнсенче. Çак ушкăнра чупакансенчен кăçал уйрăмах Турханти психоневрологи интерначĕн чысне хÿтĕлекенсем тĕлĕнтерчĕç. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен ыттисемпе тан мар пулсан та вĕсем хăйсен ушкăнĕнче чупакан спортсменсене пĕрин хыççăн теприне хыçа хăварса тăваттăмĕш вырăна чăннипех те тăрăшса çĕнсе илчĕç. Иртнĕ çулхи эстафетăра вĕсем саккăр-мĕшсем пулнă. Коллектив сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, ĕçченсене физкультурăпа спорта явăçтарнине ырламалла çеç.

Яланхиллех эстафетăна шкул ачисем хутшăнни мероприятие илем кÿчĕ. Чăннипех те çамрăксенче вăй тапса тăни сисĕнчĕ. Физкультура учителĕсем, тренерсем ачасемпе ĕçлени те куçкĕрет. Çавăнпа та чупу çулĕ çинчи кĕрешÿ питĕ çивĕч пулчĕ. Вăйлă ушкăнсем пĕрне-пĕри парăнасшăн пулмарĕç. Тĕп шкулсенчи спортсменсенчен Нăрваш Шăхальсем, вăтам шкулсенчен Первомайскисем эстафетăна чи-чи вăйлă хатĕрленекенсем пулни палăрчĕ. Аслă Арапуçĕнчи пĕлÿ çуртĕнче ăс пухакансем “Авангард” хаçатăн кубокне тивĕçрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам, Туçари вăтам шкулсен спортсменĕсем те призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Район пуçлăхĕн кубокне каллех Первомайски ял поселенийĕн спортсменĕсем тивĕçрĕç.

Мала тухнă командăсене район пуçлăхĕн çумĕ Р. Селиванов,«Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова саламларĕç, спортра малашне пысăк çитĕнÿ тума ырă сунчĕç, тивĕçлисене диплом тата медаль парса чыс турĕç.

Çĕнтерÿçĕсем авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче тĕп хуламăрта “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн иртекен ăмăртусене хутшăнĕç.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика