АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ пушар посчĕ уçăлчĕ

08 сентября 2010 г.

Сентябрĕн тăваттăмĕшĕ Сăкăт ял поселенийĕнче пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ, ял историне те çырăнĕ. Шăпах çак кун кунта 26-мĕш пушар чаçĕн посчĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, район пуçлăхĕ Н. Глухов, Сăкăт ял поселени пуçлăхĕ В. Кузнецов, “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров, ВДПОн Патăрье-лĕнчи уйрăмĕн председателĕ С. Тарасов, госпожнадзор начальникĕ В. Яковлев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Кăçалхи шăрăх çанталăк кашни ял поселенинче пушар служби кирлине тепĕр хут кăтартрĕ. Халиччен районта 26-мĕш пушар чаçĕн посчĕсем Турхан тата Первомайск ял поселенисенче, Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Алманчă ял поселенийĕсен территоринче – муниципаллă пушар сыхлавĕ, 3 ял хуçалăх предприятинче – ведомствăлла пушар сыхлавĕ, Шăнкăртам ял поселенинче уйрăм çыннăн пушар сыхлавĕ пулнă. Инкекрен асăрханас тĕллевпе районти ял поселенисем мотопомпăсем туянаççĕ, ял хуçалăхĕ тата ытти техникăсене те çулăма сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтерессине организациленĕ. Апла пулин те çĕнĕ пушар чаçĕн посчĕ уçăлни районти пушар службин ĕçне чылай çăмăллатать, вут-çулăмран ытларах хÿтĕленме, профилактика ирттерме май парать. Çак кун Сăкăтри пушар чаçĕн посчĕ пушар сÿнтерекен, 26-мĕш пушар чаçĕ чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче усă курмалли “Соболь” автомашинăсене тивĕçрĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче В. Петьков мероприятие хутшăнакансене вут-çулăмран асăрханса профилактикăлла мероприятисем, уйрăмах ачасемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли, пушар тухас хăрушлăх пысăк вырăнсенче çÿп-çапа çунтарма юраманни пирки аса илтерчĕ. Çĕнĕ командăна ВДПОн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ С. Тарасов пушар сÿнтернĕ чухне тăхăнмалли ятарлă тум-тир парнелерĕ. “Красное знамя” хуçалăх хăй вăйĕпе пушар чаçĕн постне юсаса панă.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов тата ыттисем те вут-çулăмран асăрханмалли, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки асăрхаттарчĕç. ЧР Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕпе В. Петьковпа Сăкăтри вăтам шкулта ăс пухакансем хушшинчи тĕл пулу та интереслĕ иртрĕ. Вĕренекенсемпе педагогсем республикăри пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвĕ, çуллахи вăхăтра вăрмансем çунни пирки ыйтса пĕлчĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн вăрманти пушарсене сÿнтернĕ чухне хăюлăх кăтартнăшăн 26-мĕш пушар чаçĕн хурал начальникне А. Краснова республикăн Хисеп грамотипе наградăланине пĕлнине, унпа мухтаннине палăртрĕç.

В. Петьков Сăкăтри çĕнĕ шкула тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ, район пуçлăхĕн тата “Авангард” хаçат призĕсемшĕн пыракан çăмăл атлетика эстафетине хутшăнакансене те саламларĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика