АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхе пăхăнасах пулать

08 сентября 2010 г.

Районта автотранспортпа çÿрекенсен йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Кирек мĕнле пулсан та водительсен çул-йĕр правилипе çыхăннă йĕркесене çирĕп пăхăнас пулать, çĕннисене вара сăнасах тăмалла. Унсăрăн саккунпа килĕшÿллĕн пысăк штраф илме те, вăхăтлăха водитель прависĕр тăрса юлма та пулать.

Çак уйăхăн 23-мĕшĕнчен тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет. Вăл вара автомашина кантăкĕсене çутă кĕрекен тĕслĕ пленкăпа çыпăçтарнипе çыхăннă. Алăкăн малти пайĕн айккинчи кантăкĕсене ытлашши хура тĕслĕ пленкăпа хупланăшăн халĕ 100 тенкĕ штраф параççĕ. Кодексри çĕнĕ статья вăя кĕрсен вара водительсен çак сăлтавпа 500 тенкĕ кăларса хумалла пулĕ. Айăплав тÿрех пилĕк хут ÿсни водительсене те шухăшлаттарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика