АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх уйăхĕ усăллă ирттĕр

08 сентября 2010 г.

Ачасемшĕн яваплă тапхăр, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Кашни шкултах вăл ăнăçлă та инкек-синкексĕр ирттĕр тесе тăрăшаççĕ, ачасемпе тăтăшах тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ.

Çулсеренех пĕлÿ çурчĕсенче çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе вĕрентÿсем ирттереççĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкулта ачасене эвакуацилес енĕпе вĕрентÿ ăнăçлă пулса тухнă. Коллектив икĕ минут та 25 секунд хушшинче пĕр пăтăрмахсăр шкул çуртĕнчен тухса ĕлкĕрнĕ.

Ачасене эвакуациленĕ чухне асăрханă çитменлĕхсене, йăнăшсене çийĕнчен тепĕр хут ăнлантарса панă. Пĕтĕмĕшле илсен хăрушсăрлăх уйăхĕнчи пĕрремĕш вĕрентÿ начар мар иртнĕ.

Йĕрке пуриншĕн те пĕрре: налука вăхăтра тÿлемелле

Пĕр вăхăтра телевизорпа: “Налук тÿле те лăпкă çывăр” текен рекламăна час-часах кăтартатчĕç. Анчах хальлĕхе налукпа татăлмасăрах тутлă тĕлĕксем курса çĕр каçакансем нумайăн. Çакă налук органĕпе пристав служби ирттернĕ пĕрлехи рейдра лайăх курăнчĕ.

Рейда хутшăнакансем чи малтанах “Югель” агрофирмăра пулчĕç. Кунта килме сăлтавĕ те пур: хуçалăхăн парăмĕсем нумайланнă. Хальхи вăхăта вĕсен пĕр миллион ытла тенкĕ памалла, вăл шута налук та кĕрет. Çавăн пекех ют районти хуçалăхсенчен туяннă вăрлăхсемшĕн те татăлман. Никамшăн та укçа ытлашши мар, сутнă япаласемшĕн кĕмĕлне илес тĕллевпе суд урлă шыраттармалла тунă. Хуçалăх ертÿçипе В. Солдатовпа рейда хутшăнакансем татах тĕл пулаймарĕç. Бухгалтеринче ĕçлекенсем налукшăн типĕ çанталăка пула пĕтнĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, унтан ытти культурăсемшĕн паракан дотацие куçарма май пуррине пĕлтерчĕç. Ку укçа та парăмăн пĕр пайне кăна саплаштарма çитет. Ыттисемшĕн вара суд приставĕ техникăна юсанă çĕрте усă куракан кран балкăна, пĕр культиваторпа катока арестлерĕ. Тата маларах пĕр трактора çак шăпа пырса тивнĕ.

Агрофирма арестленĕ япаласемшĕн укçа тÿлейсен вырăнтах юлаççĕ, унсăрăн урăх хуçасен аллине куçаççĕ.

Налук тÿлессинчен пăрăнса çÿрекенсем Шăнкăртамра та нумайăн. Рейда хутшăнакансем кашнийĕнпе тĕл пулма тăрăшрĕç, вырăнтах кирлĕ суммăна тÿлеттерчĕç.

Чылай чухне пире хамăр саккунсене пĕлменни, ăнланманни ура хурать. Ытларах аслă çултисене пырса тивет ку. Акă, пĕрисем “Иж-Планета” мотоциклне хăçан хускатнине те ас тумаççĕ. Кăçал çу пуçламăшĕнче ăна металлолома ăсатнă. 2009 çулшăн налук тÿлемелли хут килсен те парăмпа татăлма шухăшламан, çавна май пĕчĕк сумма пысăкланса кайнă. Суд приставĕнче тата налук органĕнче ĕçлекенсем ăнлантарса панă хыççăн транспорт хуçин парăмпа татăлмах тиврĕ. Юрăхсăра тухнă хуть мĕнле техникăна та ГИБДД органĕпе Гостехнадзортан шутран кăлармалла, унсăрăн транспорт налукне илме пăрахмаççĕ.

Автомашинăна сутнă, анчах шаннă хутпа кăна çÿрет пулсан техника хуçи сутаканниех юлать. Кун пек чухне транспорт налукне туянаканни тÿлемест. Шăпах çакăн пек тĕслĕхпе те тĕл пулчĕç рейда хутшăнакансем. Татах ăнлантарма тиврĕ, çакăн хыççăн тин машинăн малтанхи хуçи кирлĕ суммăна пачĕ.

Хăшĕ-пĕри тата хулара ĕçлет, ялта пропискăра тăрать. Ашшĕ-амăш килĕнче илсе лартнă машина уйăхĕ-уйăхĕпе ахаль кăна ларать. Техникăшăн транспорт налукне тÿлемеллех. Ĕç суд приставне çитнĕ пулсан, парăмпа татăлма килĕшмесен çуртри япаласене те рейда хутшăнакансем арестлеме пултараççĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурлăха никамăн та салатас килмест. Ашшĕ-амăшĕ ачисен парăмĕсене хăйсем тÿлесе ячĕç.

Рейд вăхăтĕнче те пурте кал-кал пымасть. Суд приставĕсемпе тата налук органĕсемпе пысăк парăмлисем тĕл пулма васкамаççĕ. Килĕсен умне пырсан та е ачисене, е ватă амăшĕсене кăна кăлараççĕ. Вĕсенчен вара мĕн ыйтăн; Алăка ятарласа питĕрсе лартакансем, уçсан та кăшкăрса калаçакансем тĕл пулаççĕ. Паллах, темиçе хутчен те çапла тусан тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивет. Суд приставĕн Шупашкарта ятарлă ушкăн пур, вĕсем хапха урлă каçса, алăка çĕмĕрсе кĕме те пултараççĕ. Кун патнех çитес марччĕ, хуть мĕн каласан та лайăх япала мар. Çавăнпа налука вăхăтра тÿлемелле те лăштах пурăнмалла.

В. ХВОСТОВА,

суд приставĕн

исполнителĕ.

Э. САХРОВА,

районсем хушшинчи налук службин 2-мĕш инспекцин специалисчĕ.

О. ПАВЛОВА,

“Авангард” хаçат

сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика