11 сентября 2010 г.
5 вулăсра хальхи Патăрьел районне кĕрекен ялсенче пурĕ 8 çултан пуçласа 11 çула çитнĕ 5330 ача шутланнă, вĕсене пурне те вĕрентме 138 класс-комплект кирлĕ пулнă. Вĕсенче ĕçлекен вĕрентекенсем пурĕ те 51 анчах пулнă. Пурне те вĕрентме явăçтарма тата 87 класс-комплект уçса 87 учитель тупмалла пулнă. Паллах, ку ĕçе туса çитерме çăмăл пулман.
Вĕренÿ çулĕ пĕтнĕ хыççăн кашни вĕренекенех экзаменсем тыттарса тивĕçлĕ документ панă.
Уес ĕçтăвкомĕн 1926 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче иртнĕ 5-мĕш сессийĕнче “Отчет о работе УИК-а и план хозяйственного строительства” ыйтăва пăхса тухаççĕ. Отчета УИК председателĕ Федоров тăвать. Кунтах Патăрьел ВИК-ĕн председателĕ те отчет тăвать. Хăйĕн отчетĕнче вăл та Патăрьелĕнче педтехникум уçмалли çинчен калать.
Сесси вара хăйĕн резолюцийĕн “Халăха вĕрентес ĕç” пайĕнче 15 пунктĕнче çапла çырса хăварать: “Добиться организации в пределах уезда педагогического техникума взамен существующих 1-годичных педкурсов”.
Педтехникума, каярах педучилище тенĕ, 1928 çулта уçаççĕ. Педучилищĕне 1954 çулта хупнă. Çак педучилище пирĕн тавралăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕренÿ заведенийĕ пулнă. Унта пирĕн район ачисемсĕр пуçне таврари районсенчи, Ульяновск облаçĕнчи, Тутар АССР-ĕнчи шкулсем валли те учительсем хатĕрленĕ. Педучилищĕран 26 çул хушшинче пурĕ 2060 çын вĕренсе тухнă, вăл шутра – 1470 куçăмлă, 590 куçăмсăр тата экстернлă майпа. Педучилищĕран вĕренсе тухнисен хушшинче учительсем çеç мар, наукăн паллă çыннисем, районти, республикăри паллă ертÿçĕсем, çар çыннисем, писательсемпе поэтсем те сахал мар.
Шкулсем районсем
йĕркеленĕ хыççăн
1927 çулта уессемпе вулăссем вырăнне районсем йĕркеленĕ. Ку ĕç мĕнле пулса пыни çинчен маларахри номерсенче тĕплĕн çырнăччĕ. Кунта çакна çеç кăтартса хăварар: Патăрьел районне ĕлĕкхи Патăрьел, Турханпа Каçал вулăсĕсенчи ялсем пĕтĕмпе тенĕ пекех тата Шăнкăртам вулăсĕнчен Шăнкăртам, Пикшик, Ыхра Çырми тата Тутар Сăкăт ялĕсем, Шăмалак вулăсĕнчен Красномайск, Чĕпкас тата Кзыл-Чишма ялĕсем куçнă.
Район территорийĕ ÿснĕ май районти шкулсен шучĕ те ÿсет.
Шкулсем 7 çул вĕрентесси çине куçаççĕ
1934 çулхи кăрлач-нарăс уйă-хĕсенче пулса иртнĕ ВКП(б) ХVII съезчĕ çĕр-шывра ачасене обязательнăй йĕркепе 7 çул вĕрентесси çине куçарасси çинчен кăтартусем парать.
Съезд кăтартăвĕсене пурнăçласа СССР СНК тата ВКП(б) Тĕп Комитечĕ çак çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕр-шыври шкул тытăмне йĕркене кĕртесси çинчен Постановлени йышăнаççĕ.
Унпа килĕшÿллĕн, 1934-1935 вĕренÿ çулĕнчен ШКМ ятне пĕтерсе аслă классемлĕ шкулсене тулли мар вăтам шкул ят параççĕ. Унăн ертÿçи директор пулать.
1930 çулсен варринче республикăра районсене çĕнĕлле йĕркелес ĕç пуçланать. Республика территорийĕнче 25 район, çав шутра 7 çĕнĕ район йĕркелеççĕ, вĕсенчен пĕри Турхан районĕ. Хатĕрлев ĕçĕсем 1934 çул вĕçĕнче, 1935 çул пуçламăшĕнче пулса иртеççĕ. Нарăсăн 7-мĕшĕнче районсенчи парти пухăвĕсем, нарăсăн 23-28-мĕшĕсенче ял советсен пленумĕсем (ун чухне “сесси” темен, И.И.), пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленĕ районсенче советсен съезчĕсем пулса иртеççĕ. Çак кун çĕнĕ районсем йĕркеленĕ кун шутланать. Турхан районне Аслă Патăрьел районĕнчен ĕлĕкхи Турхан вулăсне кĕнĕ ялсем тата Улатăрпа Йĕпреç районĕсенчен çывăхри ялсем куçаççĕ.
Çак çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧАССР ЦИК Президиумĕ Кĕçĕн Елчĕк районне Елчĕк, Аслă Патăрьел районне Патăрьел районĕ ят парса ылмаштарать.
1937 çул тĕлне районсенче, чылай татса паман ыйтусем юлнă пулсан та, пĕтĕмĕшле 7 çул вĕрентесси çине куçса çитнĕ тесе шутлама тытăнаççĕ. Анчах вăрçă çулĕсенче çак шая çитернĕ ĕçсем те чакса лараççĕ. Чылай шкулсенче ачасем ĕçе явăçнине е пурнăç йывăрлăхне пула 4 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкула çÿреме пăрахаççĕ, хăшĕ-пĕри пуçласа та шкула каяймаççĕ.
Шкулсем вăрçă умĕнхи тата вăрçă çулĕсенче 1938-39 çулсенче хальхи Патăрьел районне кĕрекен Патăрьел, Турхан, Шăнкăртам районĕсен территорийĕсенче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.