11 сентября 2010 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчи ĕç эрни савăнăçлă мероприятинчен, йĕкĕрешсене регистрациленинчен пуçланнă. Шăнкăртамри Камил Калимулловичпа Лейсан Хатыповна Вахитовсен çемйине харăсах ывăлпа хĕр хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ пĕр шухăшлăн пулас пăхаттире Ильнур, чиперккене вара Ильвина тесе ят панă.
ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О. Гусарова мăшăра пысăк телей тупнă ятпа саламланă, пепкесене пысăк яваплăх туйса çитĕнтерме çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, ăнлану, юрату суннă.
Çурла уйăхĕнче районта 51 ача çуралнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан виçĕ ача ытларах. Вилекенсен йышĕ вара сахалтарах: иртнĕ çул 78 пулнă, кăçал 62 çын.