АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас салтаксемпе тĕл пулу йĕркеленĕ

11 сентября 2010 г.

Çамрăксене çар хĕсметне илсе каймалли кĕркуннехи тапхăрччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хальхи вăхăтра вырăнти ял поселенийĕсенче пулас салтаксемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсене çар йĕрки пирки ăнлантараççĕ. Çак кунсенче Пикшик ял поселенийĕнче çар ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист Г. Чаштанова культура работникĕсемпе канашлу ирттернĕ, призывниксемпе час-часах тĕл пулас, салтака кайма ят тухнисене чыслă ăсатас ыйтăва хускатнă. Вун сакăр çул тултарнă кашни каччă хăйне чăн-чăн çĕр-шыв хуралçи евĕр туйтăр, çар хĕсметне пысăк хавхаланупа кайса унтан ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕрекленсе, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе килтĕр. Çавăнпа та кашни ял поселенинчех çамрăксене патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика