11 сентября 2010 г.
Авăнăн 11-12-мĕшĕсенче Шăнкăртамра мăсăльман юррисемпе ташшисен “Рамадан-2010” республика фестивалĕ иртет. Халăх йăли-йĕркине, тĕн уявĕсене сыхласа хăварасси, çамрăк сцена ăстисен маçтăрлăхне палăртасси, республикăри ытти художество пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕпе паллашасси – фестивалĕн тĕп тĕллевĕ.
Йăлана кĕнĕ уява çак ялсем 1991 çултанпа тытса пыраççĕ. Ăна вĕсем таса уйăхлăх–Рамадан– вĕçленнĕ хыççăнхи Ураза-байрам уявне халаллаççĕ.
Фестивальте çамрăк сцена ăстисем çеç мар, аксакалсем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, ĕлĕкхи юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Çавăнпа та çак мероприяти ваттипе çамрăккин культурине, йăли-йĕркине пĕрлештерсе тăрать.