АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи проектăн усси пур

11 сентября 2010 г.

“Красное знамя” хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне çуллен тимлĕх уйăраççĕ, ăратлă выльăхсемпе кăна ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта сăвăнакан ĕне 200 пуç шутланса тăрать, сыснасен йышĕ 1000-рен те иртнĕ. Тунă çитĕнÿсемпе кăна лăпланса лармаççĕ, çĕнĕлĕхсем те кĕртме тăрăшаççĕ. Ĕне-выльăхран продукци ытларах илес тĕллевпе чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи “Чăваш Республикинчи ялсене аталантарас” проектпа ĕçлеме тытăннă.

– Пĕлтĕр Шупашкарти ял хуçалăх куравĕнче проекта тăвакансемпе паллашрăмăр, вĕсен шухăшĕ, тĕллевĕ пире килĕшрĕ, çакăн хыççăн пĕрле вăй хума пуçăнтăмăр, – тет “Красное знамя” хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ю. Чернов. Малтан проект ертÿçи Г. Яношек ертсе пынипе килсе ĕнесене хакланă, унтан кашни ушкăна мĕнлерех апат çитермеллине, еплерех условисенче тытмаллине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех выльăхсен чĕрнисене касма мĕнле хатĕрленмеллине, сиплемеллине кăтартса панă.

Проекта ертсе пыракансем нумай пулмасть татах “Красное знамя” хуçалăхра пулчĕç, кукуруза уйне çитсе курчĕç. Ахальтен мар паллах: хуçалăх Германинчен илсе килнĕ 5 тĕрлĕ кукуруза вăрлăхне акнă.

– Çанталăк шăрăх тăчĕ пулсан та ют çĕр-шывран илсе килнĕ вăрлăхсенчен хăшĕ-пĕри лайăх çитĕнчĕ, аван тухăç пачĕ, – тет хуçалăх ертÿçи П. Никифоров.

– Пулнă тухăçа пуçтарса илме лайăх техника кирлĕ, анчах ку кăна çителĕксĕр. Выльăхсене валли хĕллене апат хатĕрленĕ чухне пур тутлăхлă япаласем упранса юлччăр тесе тăрăшмалла, – терĕç хăнасем хирпе паллашнă май. Çавăн пекех “Красное знамя” хуçалăхра проектпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пынине, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçласа пыма тăрăшнине те пĕлтерчĕç, ертÿçĕне уншăн тав турĕç.

Чăвашсемпе нимĕçсем хатĕрленĕ проектпа ĕçлеме тытăннă хыççăн ĕнесем ытларах сĕт антарма тытăннине, сĕтре çу хисепĕ палăрмаллах ÿснине каларĕ “Красное знамя” хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ю. Чернов.

О. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика