11 сентября 2010 г.
Çын вăл пысăк шыв варринчи кисменсĕр кимĕ мар. Пурнăçра мĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та ăна çĕнтерме, парăнтарма тăрăшать. Патăрье-лĕнче пурăнакан Мария Ивановна Соколова пирки те çавнах калас килет.
“Маня аппа” тесе хисеплеççĕ ăна паян кÿрши-арши, паллакан-пĕлекен, тăванĕсем. Мăшăрĕ вара юратса та ырă сунса çепĕççĕн çеç “Маруся” тесе чĕннĕ. 90 çул тултаракан кинемейĕн пурнăçĕ пыл та çу пулман. Сакăлталлă самана тапхăрĕ ăна та ыттисемпе пĕрлех пурне те тутантарнă: выçлăхне те, вăрçă нушине те, пурнăçăн ытти йывăрлăхĕсене те.
Çемьере асли пулнăран Маня мĕн ачаранах турта çине таянса ÿснĕ тиха пек ĕçе кÿлĕннĕ. Кĕçĕн класра чухнех ăна амăшĕ хăйĕнпе пĕрле чĕпкуç çутипе пир тĕрттернĕ, вĕсенчен кĕпе-йĕм çĕлеме хăнăхтарнă. Ашшĕнчен çамрăкла тăлăха юлнăран хуçалăхри ытти ĕçĕсем те ытларах ун çине тиеннĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл пилĕк класс хыççăн хăйĕн пĕлĕвне малалла аталантарайман.
Ялта коллективлă хуçалăхсем йĕркеленнĕ тапхăр Соколовсемшĕн йывăр вăхăтсем пулнă. Ашшĕпе амăшĕ темĕн сăлтавпа чылайччен колхозран ютшăнса пурăннă. Юлашкинчен ачисем кĕрсен те хăйсем тытăнса тăнă. Саплашăнса пурăнма, çемьене усрама вĕсен ĕни те, лаши те пулнă. Пурăннă та пурăннă çапла вăхăт çитиччен хăйсемпе хăйсем.
Вăрçă çулĕсене аса илсен вара Мария Ивановнăн мăшăр куçĕ сывлăм тумламĕ сыпрĕ тейĕн. Чĕри кÿтсе килнĕрен-ши, шăрçаланчĕ те шăрçаланчĕ вăл. Вăрçă пуçланнă хыççăн пĕрремĕш хĕлех ăна та ялти ытти çамрăксемпе Улатăра окоп чавма кайма ят тухнă. Шартлама сивĕре арçынсемпе тан шăннă çĕре хул йăтайми пуличченех лумпа такканă. Унта вĕсем мĕн çуркуннечченех ĕçленĕ. Каярахпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчен лаша çуни çине тиенсе вăрман касма кайнă вăхăтсене те кинемей пăлханмасăр аса илеймерĕ.
– Вăрманта шыв хускалнă чухне урасенчи тăла чăлхапа çăпата лачкам йĕп-йĕпе пулатчĕç. Кунĕпе çапла йĕпенсе çÿренĕ хыççăн хваттере çитсен тăр-тăр чĕтреттĕмĕр. Çутăлсан вара каллех выçăллă-тутăллах, вăй пуçтарса çитермесĕрех вăрмана утаттăмăр. Ун чухне кун каçа миçе çухрăм çула хыçа хăварнă-ши; – тарăн шухăша кайнăн сăмахне тăсса каларĕ Мария Ивановна.
Паян салтак арăмĕ Крепков урамĕнчи 18-мĕш çуртра пĕчченех пурăнать. Çулне кура мар çурт-йĕрне тип-тирпейлĕ, хуçалăхне тĕреклĕ тытса тăрать. Тепĕр чухне çеç ăна çывăх тăванĕсем пысăкрах ĕçсене тума пулăшаççĕ. Кулленхисене вара хăй вăйĕпех парăнтарать: кил картинчен шыв та ăсса кĕрет, апатне те пĕçерсе çиет, чăх-чĕпне пăхать тата ытти те.
Çуртăн малти пайĕ хăйне евĕр тĕрĕ-çĕвĕ музейĕ тейĕн. Кунта йĕри-таврах Маня аппа çамрăкрах чухне шурă пир çине эрешленĕ тĕрĕсем. Халĕ ĕнтĕ вĕсем унчченхи евĕр хĕм сапмаççĕ, çапах хăйсен сăнне те çухатмаççĕ.
– Мăшăрпа чухне эпĕ кунне-çĕрне уямасăр йĕппе çиппе вылянтараттăм. Халĕ вара пĕчченлĕхре чĕрене çеç хурлăхпа тĕрлетĕп. Юратнă мăшăрсăр тăрса юлни те 27 çул çитрĕ. Ытла та килĕштерсе пурăнаттăмăр унпа. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаттăмăр. Шел, вăрçă суранĕсем унăн пурнăçне ытла та маларах кĕскетрĕç, – хаш сывларĕ кинемей мăшăрĕ пирки сăмах пуçарсан.
Василий Александрович Соколов Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан тепĕр куннех хăй ирĕкĕпе салтак хÿтĕлевçĕсен ретне тăнă. Хăрушă вăрçă çулĕсене мĕн пуçласа вĕçне çитичченех утса тухнă вăл. Йывăр аманса госпитальте те выртнă, çапах пуçа усман, çĕнĕрен те çĕнĕрен çапăçăва кĕнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян унăн çемье архивĕнче вăрçă хирĕнче паттăрлăх, хăюлăх, хастарлăх кăтартнăшăн панă медальсем чылай упранаççĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулĕсем вара унăн çитĕнекен çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăннă. Аслă шкултан вĕренсе тухсан вăл чылай çул истори учителĕнче ĕçленĕ, Патăрьелĕнчи педучилище, вăтам шкул директорĕнче те тăрăшнă. Шкул директорĕнче чухне шăпах Мария Ивановнăпа паллашнă. Техничкăра ĕçлекенскер малтанах уншăн питĕ именнĕ, аванмарланнă. Çапах вĕсен пысăк туйăмĕ иккĕленĕве çĕнтернĕ. Çапла вара çак мăшăр пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса пĕрле утма пикеннĕ.
Маня аппан ĕç стажĕ пысăк. 72 çул тултаричченех вăл тĕрлĕ çĕрте техничкăра тăрăшнă. Ытларах пайне вара педагогсен коллективĕнче пулнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта техничкăра ĕçленĕ чухне вĕсем вăкăрсем кÿлсе мĕн чухлĕ вăрман кăларма кайман-ши! Хăйсемех тиесе килнĕ, касса-вакласа тирпейленĕ. Хĕл каçа кивĕ çурта хутса ăшăтма сахал мар вутă кирлĕ-çке. Йывăр пулнă хĕрарăмсене, çапах та пĕри те йынăшман. Мирлĕ вăхăтра канăçа пĕлмесĕр, тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕнех Мария Ивановна Соколовăна тивĕçлĕ канăва кайнă чухне “Ĕç ветеранĕ” медаль парса чыс тунă. Салтак арăмĕшĕн çакă сунтăхра упранакан парнесенчен чи пахи, хисепли.
А. Егорова.