АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен çулталăкĕ мĕнпе асра юлĕ;

11 сентября 2010 г.

В. Солдатов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:

– Сумлă профессие суйласа илнисемшĕн Вĕрентекен çулталăкĕнче тунă çитĕнÿ пирĕн коллектившăн чикĕ пулмалла мар тесе шутлатпăр. Шкул историйĕн страницине çырăнса юлмалли ырă ĕçсем, пулăмсем вара пайтах пулчĕç. Районти ытти шкулсемпе танлаштарсан республика олимпиадин призерĕсем пирĕн шкултан чи нумаййи. Çакă, паллах, чăн малтан предмет учителĕсен тивлечĕ. Коллективри Н. Андреева истори учителĕ Президент грантне тивĕçрĕ. Коллектив çĕнсе илнĕ хисеп те пысăк. Чăваш Енре вĕрентĕвĕн инноваци программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ “Вĕрентÿ пуçарăвĕ” конкурса хутшăнса “Шкул ачисен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес” номинаципе эпир 250 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕмĕр. Пĕлÿ кунĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов коллектива унăн свидетельствине парса саламларĕ.

Шкул çурчĕ умĕнче лартнă архитектура палăкĕ те Вĕрентекен çулталăкнех халалланă. Çакă та пирĕншĕн пысăк чыс. Малалла та çитĕнÿсемпе хавхаланса ĕçлемеллине пĕлтерет.

Л. Карягин, Туçари вăтам шкулти географи учителĕ:

– Республика Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе ят пани маншăн уйрăмах асра юлĕ. Районти учительсен августри конференцинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тăватă педагога Президент грантне çĕнсе илнине ĕнентерекен свидетельствăсем парса чыс турĕç. Вăл шутра манăн ятăм та пур. Çакă маншăн, педагогика ĕçĕн ветеранĕшĕн, малашне те кун-çул таппинчен юлмасăр хавхаланса ĕçлемелли пысăк сăлтав тесе шутлатăп.

Коллективра Президент грантне, иккĕмĕш учитель тивĕçни те ырă пулăм. Чăваш чĕлхипе литература учительницин, М. Табакован, алли çăмăл пулчĕ курăнать. Вĕрентекен çулталăкĕнче районта çак пысăк чыса çĕнсе илнисем хушшинче икĕ географ пулнишĕн те хăпартланатăп. Тепри вăл манăн ĕçтешĕм, Хирти Пикшикри вăтам шкулти Э. Молотков.

Р. Даутов, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти директор çумĕ:

– Кирек мĕнле педагогика коллективĕшĕн те кашни вĕ-ренÿ тапхăрĕ мĕнпе те пулин асра юлать. Вĕрентекен çулталăкĕ пирĕн шкулшăн ăнăçлă та, тухăçлă та иртсе пынишĕн эпир пурте кăмăллă. Учительсем хăйсен ĕçри ăсталăхне ÿстерни куçкĕрет. Кăçалхи Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн выпускниксем математикăпа чи пысăк балл пуçтарчĕç. Вырăс чĕлхипе те кăтартуллисем хушшинче. Сакăр выпускникран çиччĕшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕчĕç. Вĕрентекен çулталăкĕнче икĕ педагог аслă, виççĕшĕ пĕрремĕш категорине хÿтĕленчĕç.

Кăçалхи Пĕлÿ кунне пысăк парне пулчĕ. Района килнĕ 25-мĕш шкул автобусĕ пире тивĕçрĕ. Халĕ ачасене икĕ транспортпа илсе çÿретпĕр.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне эпир пысăкланнă йышпа пуçларăмăр. Коллектива тепĕр 40 ача хутшăнчĕ.

В. Никитин, Первомайскинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ:

Вĕрентекен çулталăкĕнче маншăн чи асра юлмалли самант – хамăн çамрăк спортсменсемпе Президент ячĕпе ирттернĕ ăмăртура республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса Чăваш Ен чысне Анапа хулинче хÿтĕлени пулчĕ. Раççей шайĕнчи тупăшуран та начар мар кăмăлпа таврăнтăмăр, пирĕн ачасен спортри пултарулăхне малтанхи вунă вырăнтисен шутне кĕртсе хакларĕç.

Калаçусене А. НИКОЛАЕВА çырса илнĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика