11 сентября 2010 г.
Республика парламенчĕн çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлнă сессийĕ малалла ĕçлерĕ. Депутатсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пачĕç.
Чăваш Ен Президенчĕ республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнма Н.Суслонова кандидатурине сĕннĕ.
Н.Суслонова кандидатуришĕн 37-ĕн – майлă, 5-ĕн – хирĕç, 2 депутат тытăнса тăчĕ. Михаил Михайловский спикер Нина Владимировнăна “тивĕçсене пурнăçлаканран” Правительство пуçлăхĕ пулса тăнă ятпа саламласа пысăк та илемлĕ чечек çыххи парнелерĕ.
Николай Федоров Президент должноçĕнчен кайнă хыççăн ăçта ĕçлĕ текен ыйту нумай çынна темиçе уйăх кăсăклантарчĕ – ĕнерхи сессире хуравĕ уçăмланчĕ. М.Игнатьев Президент ăна республикăн ĕç тăвакан влаç органĕнчен РФ Федераци Канашĕн членĕ пулма сĕннĕ – указ кăларнă. Йĕрки çапла: парламент килĕшĕвĕ те кирлĕ. Николай Васильевич Федераци Пухăвĕн çÿлти палатинче Чăваш Енĕн унчченхи представителĕн В.Слуцкерăн вырăнне йышăнать. Çакăн пирки пĕлтернĕ май М. Игнатьев Н.Федоров патшалăх органĕсенче нумай çул ĕçлени, федераци шайĕнче унăн çыхăнусем çирĕппи çинчен каларĕ, ун шухăшĕпе, “çак капиталпа усă курмаллах. В.Слуцкер полномочийĕсем вĕçленчĕç, эпĕ нумай вăйлăрах кандидатура сĕнтĕм”.
Депутатсем Николай Васильевича хăйне те итлерĕç: “Манăн Мускавра ĕçлесе пухнă опыт, пĕлÿ, çĕр-шыв ертÿçисемпе, çав шутра Президентпа, Правительство пуçлăхĕпе, федераци министрĕсемпе йĕркеленĕ ырă хутшăнусем çак ĕçре пулăшĕç. Вĕсем мана, сире, манăн пултарулăха пĕлеççĕ. Çакăнпа пĕтĕмпех эсир усă курма пултаратăр”.
Сасăларĕç: Н.Федоров сенатор пулассипе 38 депутат килĕшрĕ – парламент ăна Федераци Канашĕнче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлеме мандат пачĕ.
Н. КОНОВАЛОВ.
“Хыпар”.
ЧР ПА пресс-службин сайчĕн
сăн ÿкерчĕкĕсем.