11 сентября 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев кĕрхи культурăсене акассине йĕркелес ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ.
Республика пуçлăхĕ шăрăх çанталăка пула сиен тÿснĕ хуçалăхсене патшалăх 302,8 млн. тенкĕ, мăйракаллă шултра выльăха упраса хăварма 250 млн. тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. Çавăнпа пĕрлех Патшалăх ветеринари службин подразделенийĕсем районсен администрацийĕсен ирĕкĕпе кăна выльăх пусма справка пама пултарнине аса илтернĕ. М. Игнатьев районсен пуçлăхĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартнă: çывăх вăхăтра кĕрхи культурăсене акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлессине, кÿрсе килессине малалла тăсмалла, хими им-çамĕпе удобрени саппасĕсене хатĕрлемелле.
Республика пуçлăхĕн шучĕпе, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ÿстерсе яни вырăнсăр: “кунта тупăш тума, спекуляцие çул пама юрамасть”.
Çурла уйăхĕнче хăй республикăри районсенче пулнине аса илтернĕ май, Президент муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассине тухăçсăр йĕркеленĕ организацисем тĕлĕшпе янăранă асăрхаттарусене шута илмелли, тăкаксене саплаштарса çывăх вăхăтра бюджета укçа хывмалли çинчен каланă.
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов 2010 çулхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Кĕрхи тĕш тырă культурисене 120 пин гектар акса хăварма палăртнă.