АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми вăрлăха юрăхлă-и;

11 сентября 2010 г.

Çĕнĕ çĕр улмирен тата та çимĕç тухнине асăрхарăм, халиччен кун пеккине курманччĕ. Мĕнле сăлтава пула “иккĕмĕш çăкăр” “ачаланчĕ-ши;” Ун пеккине вăрлăха хăварма юрать-ши; А. СТЕПАНОВА.

Кăçал çанталăк питĕ шăрăх тăчĕ, сывлăш температури 42 таран çитнĕ кунсем те пулчĕç. Çĕр улми валли тымар çавăрса малалла ÿсмелли температура 15-22 градус ăшă шутланать, 28-30-а çитсен вегетаци тапхăрĕ кĕскелет. Çавăн пекех “иккĕмĕш çăкăрăн” тымар пулас вăхăт та сахалланать, ку тухăçра питĕ лайăх палăрать. Çумăр çуманнипе çанталăкра шывпа ăшă балансĕ те пăсăлчĕ. Çĕр улми çулçисем урлă нÿр ытларах та тухрĕ, çакă та тымар çимĕç улшăнассине витĕм кÿчĕ. Çĕр улми çумĕнче шĕпĕн евĕр пĕчĕккисем тухрĕç е айккинчен тата тымар çимĕç шăтрĕ.

“Иккĕмĕш çăкăрăн” вегетаци тапхăрĕн иккĕмĕш çурринче çанталăк черетленсе йĕпе тата типĕ тăни те тымарта палăрать. Çĕнĕ тухăç калчаланса çулçăсем кăларать, пĕчĕк çĕр улмисем 2-3 сыпăк таран ÿсме тытăнаççĕ. Кун пек çĕр улмисене вăрлăха яма юрамасть.

Çĕр улми çумĕнче “ачисем” юн пулччăр тесен çуркунне калчаланнă вăрлăха кăна лартмалла, агротехникăна пăхăнса ĕçлемелле.

О. ГЛУХОВ,

Чăваш Республикинчи “Россельхозцентр” филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика