АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль куракансене тыткăнланă

15 сентября 2010 г.

Шăнкăртамри культура çуртĕнче тутар эстрада юррисемпе ташшисен “Рамазан-2010” фестивалĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ фестивале кăçал 19-мĕш хут йĕркеленĕ.

Аякран та çывăхран çитнĕ юрă-ташă ăстисене, хăнасене, курма килнисене Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир хазрат Крганов муфти, район пуçлăхĕ Н. Глухов, “Гулистан” медресе ректорĕ Наиль хазрат Ямалутдинов, Шăнкăртам ял поселени пуçлăхĕ Р. Купкенов, тутарсен Наци культурин автономийĕн районти центрĕн председателĕ М. Якушева саламланă, халăх культурине аталанма пулăшакансене ăнăçу суннă.

“Рамазан-2010” фестиваль итогĕпе Хусанти культура институчĕн студентки Г. Хасанова Гран-При çĕнсе илнĕ. Сцена ăстисенчен пĕрремĕш вырăна А. Камалетдинова, иккĕмĕшне А. Хисаметдинова, виççĕмĕшне А.Давлетшина йышăннă. Аслисенчен Г. Мулюкова, ачасенчен И. Габитова, ачасен эстрада юррисенчен И. Челяков, ташăсенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти “Биляр” ушкăн, сăвăçсенчен И. Пазюкова чи-чи пултаруллă пулнине палăртнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика