15 сентября 2010 г.
“Çăкăрпа çĕр улми пулсан пурăнатпăр”, – тетпĕр час-часах пĕр-пĕринпе калаçнă чух. Хĕвел тухăç енчи çынсен пурнăçĕнче рис пысăк вырăн йышăнсан, пирĕннинче – çĕр улми. “Иккĕмĕш çăкăр” тетпĕр ăна хисеплесе, çавăнпах вăл пулсан выçă тăмассине те пĕлетпĕр. Анчах кăçалхи шăрăх юратнă тымар çимĕçĕн тухăçне чылай пĕчĕклетрĕ, ку çĕр улмине кăларма тытăнсан та лайăх курăнчĕ. Хальлĕхе районĕпе вăтамран пĕр гектартан 41,5 центнер тухать. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕнче пысăкрах, анчах каллех палăртнă чухлĕ мар. Çĕр улми кăларас ĕç мĕнлерех пынипе тĕплĕнрех паллашма “Малалла” эртеле çитсе куртăмăр.
“Малалла” хуçалăхра эртелĕнче “иккĕмĕш çăкăр” кăçал 60 гектарта çитĕннĕ. Çуркунне суперэлита, элита вăрлăхсем кăна лартнă. Акă, 2,5 гектар йышăнакан “невский” вăрлăха Хусанти ял хуçалăх институтĕнчен туяннă. Кунта çĕнĕ йышши сортсене тупассипе, вĕсене ĕрчетессипе ятарласа тимлеççĕ. “Жуковский”, “удача” сортсем те çамрăк-ха.
– Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран ытларах килет, анчах технологине те пăхăнмалла. Çĕр улмине минераллă удобренисем сапнă, çулçă урлă апатлантарнă. Йăрансене те вăхăтра çырса тăнă. Çумăр çунă пулсан “иккĕмĕш çăкăр” гектартан 250-300 центнертан кая тухмалла марччĕ, эпир ĕмĕтленнĕ пек пулмарĕ. Халь гектартан 100 центнера яхăн тухать, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н. Лукин.
Çĕр улмине пухса кĕртме хуçалăха куллен 55-57 çын хутшăнать. Эртельте ĕçлекенсемсĕр пуçне ют ялсенчен те килеççĕ. Н. Филипповпа Н. Сергеев механизаторсем кăлараççĕ. Шултăрине, вăрлăх валли, вĕттине уйрăмшарăн тултараççĕ. Сăмах май, Н.Сергеев çу каçипе “иккĕмĕш çăкăр” йăранĕсене çырассипе, апатлантарассипе тăрăшнă. Вăй хуракансене куллен пĕр хутчен хире тухса вĕри апат çитереççĕ.
Сеткăсемпе михĕсене тултарнă тымар çимĕçе В. Ванисовпа Ю. Николаев водительсем хранилищĕне турттараççĕ. Машинăсем çине 12 грузчик тиеççĕ, хăйсемех пушатаççĕ.
– Шултăра çĕр улмине туянас текенсем нумайăн, йăран çинченех илсе каяççĕ, – тет Н. Лукин. Николай Петровичпа калаçса тăнă вăхăтра “иккĕмĕш çăкăра” сутăн илес текенсем те çитрĕç.
Тымар çимĕçе пухассине çăмăл ĕç тесе калаймăн. Кунĕпе пилĕк те ывăнать, вăй та чакать. Килте ларсан укçи кĕмест, алла тытмалăх кăшт кĕмĕл пултăр тесе çынсем хире утаççĕ. Вăй хуракансене кунта тонна тăрăх тÿлеççĕ, çавăн пекех натура тÿлевĕ те пур. Шалу пĕчĕкех пулмассине пĕлтерчĕ Н. Лукин.
“Малалла” ял хуçалăх эртелĕнче пĕр ырă йăла пур. Кунта çуллен Каншелĕнчи шкул-сада пĕр тонна çĕр улми тÿлевсĕр параççĕ. Унсăр пуçне кишĕрпе, чĕкĕнтĕрпе тивĕçтереççĕ.
– Такамăн мар, хамăрăн ачасемех садика, шкула çÿреççĕ. Вĕсемшĕн пирĕн тăрăшмаллах, – терĕ тĕп агроном пирĕнпе сыв пуллашнă май.
О. Павлова.