АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй вăйĕпе – ача-пăча площадки

15 сентября 2010 г.

Кашни ача ÿт-пÿ, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă та тĕреклĕ ÿстĕр тесен, ăна пур енлĕ аталанма мĕн пур услови кирлĕ. Сывă ачара çеç сывă чун. Çакна тĕпе хурсах Турханта пурăнакан А. Кольцов хăйĕн вăйĕпе шăпăрлансем валли ача-пăча площадки ăсталанă. Кунта хăйне евĕр эрешлесе тунă чуччу, хăйăр çинче вылямалли лаптăк, ларса канмалли пĕчĕк саксем тата ытти те пур. Кун каçа та ача сасси лăпланмасть. Пĕчĕккисем площадкăра выляса тĕрлĕ хусканусем тунисĕр пуçне пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, тавралăха сăнама хăнăхаççĕ.

Анатолий Валентиновичăн ырă та пархатарлă, сăваплă ĕçне пурте ырлаççĕ, уншăн ăна тав тăваççĕ. Çемье пуçлăхĕ Аслă Чементи врач амбулаторинче врач, мăшăрĕ Турханти психоневрологи интернатĕнче медсестра пулса ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем. Андрейпа Инна ачисем ялти садика çÿреççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем çемьере йыш хушăнасса кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика