15 сентября 2010 г.
Алманчă ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсене вăхăтра, ăнăçлă туса пыраççĕ. Çырав вăхăтĕнче ĕçлекенсем валли ятарлă хăтлă пÿлĕм уйăрнă. Кунта ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Инструкторпа çыравçăсем хатĕр, вĕсем кашниех хăйсен тивĕçĕсене лайăх пĕлеççĕ.
Хальхи вăхăтра Л. Тенюшова инструктор ертсе пынипе И. Никитина, В. Антипова, Т. Каруева çыравçăсем ял халăхĕпе тĕрлĕрен калаçу, ăнлантару ĕçĕ ирттереççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç умĕн çакнашкал хутшăнусем, тĕл пулу йĕркелени вырăнта çырава тухăçлă, пахалăхлă ирттерсе яма çеç пулăшĕ.