АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

15 сентября 2010 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш хулинче пулнă чухне “Чăвашавтотранс” патшалăх унитари предприятийĕн Канашри филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунта пурнăç таппине туйса ĕçлени туйăннă: тавралăх таса, тирпейлĕ. Канашри ПАТП директорĕ Р. Мясников чи малтан республикăри информаци тытăмĕпе (ГЛОНАСС) электрон тÿлев системине пурнăçа кĕртнипе паллаштарнă. Родион Алексеевич палăртнă тăрăх ГЛОНАСС тытăмĕнче ĕçлени çунтармалли-сĕрмелли материалсене сахалрах тăкаклама май парать. Çавăн пекех рейса тухнă водитель çав самантра ăçта пулни куç умĕнчех е тĕрĕсрех – монитор çинче. Кирлех тĕк унпа çыхăнса калаçма, автобус çĕмĕрĕлсен унта тÿрех юсав ушкăнне яма, ытти ыйтăва татса пама пулать.

Çавăн пекех Президент Канаш хула администрацийĕнче хула тата район активĕпе тĕл пулнă, хула тата район пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика