АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлле тасаттарасшăнччĕ...

15 сентября 2010 г.

“Авангард” хаçат редакцине Патăрьелĕнчи Юхма урамĕнче пурăнакансенчен çыру килнĕччĕ. Унта вĕсем кас вĕçĕнчи кÿлĕ типсе ларни пирки сăмах хускатнăччĕ. Хурав тупас тĕллевпе Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕпе А. Ялуковпа тĕл пултăмăр.

– Кÿлĕ чавасси е тасатасси укçапа çыхăннă. Кăçала валли бюджета пĕлтĕрех пăхса хăварнă, ун чухне Юхма урамĕнчи кÿлле тасатассине шута кĕртмен. Хальхи вăхăтра эпир Комаров урамĕнчи кÿлле тирпейлесе яма палăртнă, ĕçлеме тытăннă. Çавăн пекех “Юхма” хăна çурчĕ, Патăрьел масарĕ çывăхĕнчи тата 26-мĕш пушар чаçĕн картишĕнчи шыв вырăнĕсене тасатма планланă.

Юхма урамĕнче пурăнакансен кÿлĕ ыйтăвĕ пирки чи малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕ патне çырупа тухмалла, Патăрьел ял депутачĕсемпе пăхса тухнă хыççăн ятарлă специалистсемпе канашламалла.

Кÿлĕсене ытларах чухне пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хурса чаваççĕ. Юхма урамĕнчен пушар чаçĕ инçе мар, çавăнпа кунта шыв тăни кирлех те мар. Тепĕр сăлтав та пур: ку кÿлле сĕт-çу завочĕн каяшĕсем юхса тухнă, çавна май тăпра наркăмăшлă япаласемпе сиенленнĕ, – терĕ Александр Федорович.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика