15 сентября 2010 г.
Районта тăтăшах тăнăç пурнăç пултăр тесен, пур çĕрте те йĕрке кирлĕ. Вăл шутра – çул çинче те. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тĕллевпе тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелет. Авăн уйăхĕнче çеç пирĕн инспекторсем ултă рейд ирттерĕç. Вĕсем вара тĕрлĕрен темăпа çыхăннă: “Асăрханăр, ачасем!”, “Çуран çÿрекен”, “Автобус”, “Парăмçă”, “Тонировка”, “Йывăр тиев”. Çавăнпа та çула тухакан водительсен те, çуран çÿрекенсен те пĕтĕмĕшле йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
А. КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕ.