15 сентября 2010 г.
Кирек мĕнле инкек-синкекре те çухалса кайманни, синкерлĕхе вăхăтра сирсе яма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пушар хăрушлăхĕ сиксе тухсан та çавах. Çакнашкал лару-тăрăва çаклансан аслисем те, ачасем те сехĕрленсе ÿкме, йăнăш йышăну тума пултараççĕ. Çапла ан пултăр тесе районти шкулсенче кашни кварталтах пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пĕлнине тата пăхăннине тĕрĕслеме пушар хуралĕн инспекторĕсем вĕрентÿсем йĕркелеççĕ. Маларах вăл Алманчă, Тутар Сăкăт, Ишлĕ, Туçа, Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулĕсенче ăнăçлă иртнĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта иккĕмĕш хутра «тухнă» пушара та кирлĕ пек, йĕркене пăхăнса парăнтарчĕç. Шкул çуртĕнче пысăк хăрушлăх сиксе тухни çинчен пĕлтерсе сигнал парсанах кашни класс пÿлĕмĕнчен ачасем васкаса, анчах пăлханмасăр, пĕр-пĕрне чăрмантармасăр, вĕрентекенсемпе тĕрлĕ енчи алăксенчен урама тухрĕç. 348 ачана хăрушлăхран хăтарса эвакуацилесси икĕ минут çурăра ăнăçлă иртрĕ. Кун пирки çакăншăн яваплă В. Антипов учитель районти пушар хуралĕн инспекторне В. Чернова çийĕнчех каласа пачĕ: ачасене пурне те хăрушлăхран илсе тухнă, сиенленнисем, аманнисем çук. Çак вăхăтрах иккĕмĕш хутри пушара сÿнтерме тата унта юлнă пĕр учителе çăлма пушар хуралне шăнкăравланă. Машина çичĕ минут çурăра сирена кăшкăртса çитрĕ. Пушарниксем каланă тăрăх, инкек сиксе тухнă вырăна маларах та çитме пулнă, анчах пасара килнĕ автомашинăсене çул çине чăрмавлă лартнăран кăшт тытăнса тăма тивнĕ. Çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинпекторĕсен малашне çакна шута илмелле. Çапах та пушарниксем оперативлă ĕçленĕрен “вут-çулăма” сарăлма памарĕç, çурта юлнă учителе те иккĕмĕш хутри кантăка пусма хăпартса вăхăтра çăлчĕç. Черетлĕ вĕрентÿ ăнăçлă иртрĕ.
А. ЕГОРОВА.